АПШ Республика партийĕ

АПШ Республика партийĕ (акăл. Republican Party) — Демократи партийĕпе пĕрле АПШ политикин икĕ тĕп партисенчен пĕри шутланать[1]. Иккĕмĕш ячĕ — Аслă Кивĕ Парти (акăл. Grand Old Party, GOP). Демократи партийĕпе шайласан Республика партийĕ консервативлăрах тата "сылтăмрах" политика ăнланăвĕпе уйрăлса тăрать.

АПШ Республика партийĕн эмблеми

Партин официаллă мар символĕ  — пилӗ (вăй-хăвата палăртать), официаллă мар тĕс — хĕрлĕ.

ИсториТӳрлет

Парти 1854-мĕш çулхи нарăсăн 28-мĕшĕнче, Висконсин штатăн Рипон ятлă вырăнĕнче Ирĕклĕ çĕр партийĕпе Виги партийĕн "Совесть" фракцийĕ пĕрлешнĕ хыççăн йĕркеленнĕ. Парти чи малтан чуралăха хирĕç тата центр правительствин влаçĕн компетенцийĕне анлăлатассишĕн кĕрешекен çынсен пĕрлешĕвĕ пек çуралнă[2]. Ку вăхăтра политика тилхепи умĕнче пĕччен ларакан элитарлă демократи партийĕ пĕтĕмпех АПШ Кăнтăрĕнчи плантацисемпе чура хуçисем çине тĕревленнĕ пулсассăн, Республика партийĕ АПШ Çурçĕрĕнчи промышленниксен(янкисем) кăсăкĕсене сăнарланă.

Республика партийĕ 36-мĕш параллелтен çурçĕрелле вырнаçнă çĕрсенче чуралăха пĕтерес, пушă çĕрсене илес хаваллă çынсене пулăшса илме май парас( анчах кунта пурăнакан инди йăхĕсен шухăшĕсене никам та ыйтман, паллах), Европăран турттарса килекен промăçлăх таварĕсене тÿлев айне хурассишĕн кĕрешнĕ. Янкисем тата вĕсен ертÿçи Авраам Линкольн Граждан вăрçинче çĕнтернĕ хыççăн республиканецсем 50 çул яхăнччен президент тата парламент суйлавĕсенче демократсене парăнтарнă. 1940-1960-мĕш çулсенче АПШра анлă сарăлнă Афроамерикансен граждан прависĕмшĕн тăрăшакан юхăм шухăшĕсем çине сиввĕнтерех пăхнă пирки Республика партийĕ консерватизм енлĕрех парти пулса тăрать.

Парти идеологĕсемТӳрлет

  • Авраам Линкольн;
  • Лео Штраус;
  • Томас Соуэлл;

ИдеологиТӳрлет

Калăппăн, республиканецсем çак шухăшсене тытса пыраççĕ:

  • налуксене чакармалла;
  • патшалăх хыснин дефецичĕн шайне чакармалла;
  • медицинăпа вĕрентÿ çине каякан тăкаксене чакармалла;
  • çар çине тата наци хăрушсăрлăхĕ çине тăкакланине ÿстермелле;
  • хапсăнчăклă тулаш политика;
  • кăмăл-сипетлĕхшĕн тата çемье сумлăхĕшĕн кĕрешмелле;
  • ача пăрахнă пулăмсене тата контрацепцийе хĕсни;
  • наци эткерлĕхĕшĕн кĕрешмелле;
  • услам ĕçне хĕсĕрлекен çут çанталăк сыхлав майĕсен вăйне чакармалла;
  • халăха харпăрлăхра хĕç-пăшал ирĕккĕн тытма тата пĕрле йăтса çÿрес правопа тивĕçтермелле;
  • пайăр предприятисенче профсоюзсем йĕркелес ĕçе хирĕç пулмалла;
  • пысăк преступленисемшĕн вĕлермелле тăвассине пĕтермелле мар;
  • эвтаназипе клонлани— пулмалла мар.

Республиканецсен чи пĕлтерĕшлĕ принципĕсенчен пĕри— патшалăхăн экономикăна мĕнле май пур çавăн пек сахалрах тĕкĕнмелле.

Парти ача пăрахнине, ЛГБТ-çынсем пĕрлешнине, порнографийе, проституцийе тата наркотик усă курнине саккунлатассине хирĕç.

Хальхи саманари тĕп идеологийĕ—консерватизм. Политика тайăнăвĕ—сылтăммисем, сылтăм-вăтаммисем.

Тĕп электорат— пуян американсем, пысăк корпораци ĕçченĕсем, шурă арçынпа хĕрарăмсем, тĕне тытса пыракан çынсем т.ыт.те.

АсăрхавсемТӳрлет

  1. ^ https://bigenc.ru/world_history/text/3507059
  2. ^ ЭСБЕ/Республиканцы или республиканская партия