АПШ Демократи партийĕ


Демократи партийӗ (акăл. Democratic Party)- Республика партийĕпе пĕрле АПШ политикин икĕ тĕп партийĕсенчен пĕри шутланать[1] .АПШри чи ватӑ парти. Партин официаллă мар символӗ — ашак ( чӑтӑмлӑ пулса пĕтĕм чăрмавсене ҫӗнтерсе пынине пĕлтерет ), официаллӑ мар тĕс — сенкер.

Парти эмблеми

1930-мĕш çулсенчен пуçласа парти социалла-либераллă тата прогрессивлă шухăшсене хÿтĕлет[2]. Хăйĕн ярăмĕнче прогрессистсене, либералсене тата центристсене пĕрлештерет. Хальхи вăхăтра парти ĕçне хунтăлакансенчен нумайăшĕ çĕршывăн çурçĕр-хĕвел тухăçĕнче( Вăтам Атлантика штачĕсем, Çĕнĕ Англи), Мăн кÿлĕсен хĕрринче, Лăпкă океан хĕрринчи штатсенче(Гавайине шутласан) пурăнать.

АПШăн 44-мĕш президенчĕ Барак Обама ку тивĕçе пурнăçлакан вун пиллĕкмĕш демократ пулнă.

Истори

тӳрлет

Парти никӗслевҫисенчен чи палли- Томас Джефферсон( АПШ 3-мĕш президенчĕ).

1828-1860-мĕш çулсенче демократсем политика сцени çинче пуçпулса пыма пултарнă. Парти çĕршыва илсе килекен таварсемшĕ таможня тÿлевне чакарассишĕн тăнă( çакă финанс тата суту-илÿ капиталĕ тата иммигрантсем валли паха пулнă). Малтанлăха парти чуралăх сыхланса юлни çĕршывшăн питĕ кирлĕ тесе шутланă. Çак сăлтавпа Кăнтăрти плантаци хуçисем суйлавсем вăхăтĕнче çак партийе мала хунă.

Градан вăрçи саманирен(1861) пуçласа 1912 çул таран политика тилхепи Авраам Линкольн никĕсленĕ АПШ Республика партине лĕкнĕ. Çак хушăра президент вырăнне ларма пултарнă пĕртен-пĕр политик вăл—Гровер Кливленд.

XX ӗмӗрте демократсен партийӗ сывлăш çавăрса янă та политика алăкĕнчен пурте илтмелле Вильсон Витри, Франклин Рувельт тата Джон Кеннеди шакканă. Анчах XX ӗмӗрӗн вӗҫӗ Клинтон-демократ икĕ хут ларнипе астăвăнса юлнă пулсан та, 1993-2001-мĕш çулсенчи тапхăр— партин витĕмлĕхĕ чакнă вăхăт.

1960-мĕш çулсенче парти хăйĕн чи хастар ертÿçисене çухатнă. 1963 çулхи чÿк уйăхĕнче халăх питĕ килĕштернĕ Джон Кеннеди президента вĕлернĕ. 1968 çулта варта ĕмĕрлĕхех куçне хупнă апăршан тетĕшне те (Роберт Кеннедине) вилмеллех персе амантнă. Çакăн хыççăн Демократи партийĕне ура çине тăма çăмăлах пулман.

1976 çулта президента ларнă Джимми Картер ĕç-хĕлне халăх ырласах кайман.

2008 çулта АПШ çыннисем президента Барак Обамăна суйланă. Вăл çĕршывшăн пĕрремĕш хура ÿтлĕ президент пулнипе паллă. Хăйĕн тивĕçне 2017 çул пуçламăшĕччен пурнăçланă.

Идеологи[3]

тӳрлет

Чи малтан демократсем хăйне аграри тата расизм партийĕ пек кăтартнă. Шăпа пÿрнипе хальхи вăхăта АПШ Демократи партийĕ фермерсен, рабочисен, профсоюзсен, тĕн тата вак халăх элчисен партийĕ пулса тăнă; усламçăсен ĕçне йĕркелемеллине, прогрессивлă налук лартмаллине ăнланнă. Çак шухăшсем сумлă:

  • экономика тытăмне ураланма пулăшмалла;
  • социаллă ыйтусем çине нумайрах тинкермелле;
  • налуксене ÿстермелле;
  • пысăк кăткăс технологисене аталантармалла, çак енпе ĕçлекен корпорацисен ( Microsoft, Apple, Intel) ĕçне чăрмав кÿме тăрăшмалла мар;
  • çутçанталăка вараланипе кĕрешмелле;
  • экономикăра протекционизм çулĕ çинчен пăрăнмалла;
  • сексуаллă сахалрахăшсен(гомосексуаллă çынсен) прависене хÿтĕлемелле;
  • АПШна куçса килекенсене çĕнĕ вырăнта вырнаçма пулăшмалла;
  • феменизмла шухăшсене хирĕç тăмалла мар;
  • хĕрарăмсем ача пăрахма пултарни—вĕсен прави, çавăнпа абортсене хирĕç пулмалла мар;
  • пысăк преступленисемшĕн вĕлермелле тăвассине пĕтермелле;
  • хĕç-пăшалсене ирĕклĕ суту-илÿ шайĕнчен кăлармалла;
  • арçынсемпе арçынсем, хĕрарăмсемпе хĕрарăм пĕрлешсе çемье тума пултарни- харпăр хăйсен ĕçĕ;
  • тулаш политикăра агрессивлă политикăран пăрăнмалла, дипломатла çыхăнусене аталантармалла.

Каçăсем

тӳрлет
  1. ^ http://www.democrats.org/
  2. ^ E. Grigsby. Analyzing Politics: An Introduction to Political Science. Florence: Cengage Learning. pp. 106—107. 2008 ISBN 0-495-50112-3. «In the United States, the Democratic Party represents itself as the liberal alternative to the Republicans, but its liberalism is for the most the later version of liberalism—modern liberalism.»
  3. ^ http://www.democrats.org/