Ĕскерле кĕтес

Ĕскерле кĕтес — уçлăхăн уйрăм пăнчăран тухса пĕр-пĕр лаптăк витĕр тухакан пайăркасене пĕрештерсе тăракан пайĕ. Виçĕ е нумай хысаклă кĕтессем ĕскерле кĕтесĕн пĕр тĕсĕ пулса тăраççĕ. Ĕскерле кĕтесĕн чикки пек конусла çий пулать. Çакнашкал кĕтесе Ω символпа паллă тăваççĕ.

Ĕскерле кĕтес

Шутлавлăх енчен илес пулсан, ĕскерле кĕтесĕн тăррине шухăшпа пĕр-пĕр сфера варрине тăратаççĕ те, сферăн кĕтес касса каякан пайăн лаптăкне сфера радиусĕн иккĕмĕш капашĕ çине пайлаççĕ :

Çакă вара кĕтесĕн капне палăртакан хисеп пулать.

Стерадиан

Ку капăн нимĕнле хапа та çук (хапасăр кап). Виçмелли пĕрчи вара пур. СИ тытăмра ĕскерле кĕтесе виçмелли пĕрчĕ стерадиан пулать, вăл r радиуслă сферăн варринчен «тухса» r2 чухлĕ лаптăк касса кăларакан ĕскерле кĕтесĕн капĕпе танлашать. Тулли сфера хăй 4π стерадиан чухлĕ ĕскерле кĕтес тăвать. Çакна ĕскерле тулли кĕтес теççĕ

Литература

тӳрлет

Çавăн пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет