Икĕ хысаклă кĕтес

Икĕ хысаклă кĕтес — пĕр-пĕр тӳрĕ йĕртен тухакан икĕ çурма лаптакпа тăвăннă геометрилле кĕлетке; çавăн пекех уçлăхăн асăннă çурма лаптаксемпе чикĕленекен пайне те икĕ хысаклă кĕтес теççĕ[1].

Икĕ хысаклă кĕтес тата унпа тĕл килекен линилле кĕтес

Çурма лаптаксем тухакан леш тÿрĕ йĕре икĕ хысаклă кĕтесĕн аякĕ теççĕ, çурма лаптакĕсене хăйсене икĕ хысаклă кĕтесĕн енĕсем теççĕ.

Çав аяка пепедикулярлăн тепĕр лаптак кÿртсен, вăл икĕ хысаклă кĕтесĕн енĕсемпе икĕ пайăрка тăвать, çав пайăркасемпе пулакан ахаль кĕтесе линилле кĕтес темелле. Линилле кĕтесĕн капĕ çав вăхăтрах пăхса тухакан икĕ хысаклă кĕтесĕн капĕ те пулать.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Д-Коо // «Математическая энциклопедия» / Главный редактор И. М. Виноградов. — М.: «Советская энциклопедия», 1979. — Т. 2. — С. 50. — 1104 с. — (51[03] М34). — 148 800 экз.