Ăрăмçă
Ăрăмçа (ăрăмçă, ăрăмчăк) — кĕлмĕç. Пуласлăха пĕлекен. Юмăç. /Ырă, ырăм кирлĕ пуласлăх, тупăшлăх, чĕрĕлӳ ăнланусене пĕлтерекен сăмахран/. Чăваш ăнланăвĕнче ырă ĕç тăвакан, ырлăх яракан юмăç, ырă тухатмăш. Ăрăмчăк эпи карчăкĕ ăрăмларĕ, ачи чиперех çуралчĕ. Арăмçă старик вăрлăха кĕлĕ туса тĕтĕмлерĕ /тĕтĕрчĕ/, тыр-пул лайăх пулчĕ.
Хальхи вăхăтра ăрăмçăсем, хисепрен тухнă.