Кĕлмĕç
Кĕлмĕç, — авалхи чăваш тĕнне, йăла-йĕркери кĕлĕсене пĕлекен. /"Кĕлĕ ăсти" сăмаха пĕлтерет/. Мăчавар, юмçă, пĕлӳçĕ. Христос тĕнне йышăнсан кĕлмĕçсене шутран кăларнă. Килти ватăсем авалхи йăласене пăхăнса пурнăçа тытса пынăран кăна кĕлмĕç çинчен калакан ăнланусем халăхра сыхланса юлнă.