Пысăк энергисен физики

(Çӳллĕ хăват физики ҫинчен куҫарнӑ)

Пысăк энергисен физикиэлементарлă пĕрчĕсен физикин уйрăмĕ, элементарлă пĕрчĕсен тата/е нуклонсарсен хăйсен энергипе эквивалентлă массисенчен курăмлăнах пысăк энергиллĕ çапăнăвĕсене тĕпчет.

Малалла:

Çӳллĕ хăват физикин эксперименчĕсене авăрланă пĕрчĕсене хăвăртлатакан тата тĕшĕллĕ реактор çинче ирттереççĕ. Çаплах космос пĕрчисем çӳллĕ хăват пĕрчисем шутланаççĕ.

Космос пайăркисем çĕр çине ӳкнĕ чух (широкие космос шалкăм çумăрĕ «çунă» чух), ытларах, нейтрино пĕрчине тĕпчеççĕ.

Çӳллĕ хăват физикин кирек епле эксперименчĕн тĕпĕнче — пайăркасене ионлакан детектăр. Детектăр пĕрчĕсен çапăнăвĕн вĕçĕнчи пулăмсене çырса хурать, физиксем вара çак хыпарсем тăрăх реакцисен кашни утăмне тĕпчеççĕ. Хальхи вăхăтра тĕп детектăр — çурма проводник детектăрĕ. Çавăн пекех, çапăнусене çырса хума хулăм сийлĕ фотопластинкăсемпе, хăмпă камерисемпе, хĕлхемлĕ камерăсемпе тата урăх элементарлă пĕрчĕсен детектăрĕсемпе усă кураççĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ детектăрсенчен физиксем элементарлă пĕрчĕсен калăплă детектăрсене пуçтараççĕ. Детектăр тĕслĕхĕсем: ATLAS тата CMS LHC, D0 коллайдерĕ çинче тата CDF эксперименчĕ Tevatron коллайдерĕ çинче.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет