Википеди:Йĕркесем тата кăтартусем

Чăваш Викпедийĕнче статьясене çырмалли йĕркесем тата кăтартусем, хутшăнвçăсем консенсус мелĕпе майлаштарнăскер.

  • Чăваш Википедийĕнче çтатьясем çырнă чухне литература чĕлхине (урăхла: стандартлă чĕлхене) пăхăнмалла
  • Енчен те хутшăнавçă литература чĕлхине пĕлмест е сахал пĕлет пулсан, хăй мĕнле чухлать çавăн пек çырма та май пур, анчах та кун пек чухне шаблонсем пулăшнипе (Шаблон:Стиль, Шаблон:Cleanup тата ытти те) е урăхла майпа асăрхаттарусем лартса хăварсан аван.
  • Статьясенче халиччен çирĕпленнĕ терминсемпе усă курма тăрăшмалла.
  • Вăйра тăракан терминсем статья çырма çиелĕксĕр е тивĕçтерсех çитереймеççĕ пулсан, хутшăнавçă-авторăн хăйĕнчен çĕнĕ термин-сăмах хушма май пур. Çапах та кун пек чухне çĕнĕлĕхсене статья лаптăкĕнчех (калăпăр, унăн пĕр-пĕр секцийĕнче) ятарласа ăнлантарма сĕнетпĕр.
  • Харпăр статьяна пĕр терминологие пăхăнса çырмалла. Пĕр тĕлте пĕр тĕрлĕ терминологи, тепĕр тĕлте тепĕр тĕрлĕ терминологи — çаканашкал лару-тăруран май килнĕ таран пăрăнмалла.

Тавлашуллă ыйтусене пăхса тухасси

тӳрлет

Стаьясене еплерех çырас тĕлĕшпе ыйту е тавлашу сиксе тухсан, çавна статьян тÿнтер енче (сÿтсеяву пайра) е харпăр хутшăнавçăн ятарлă страницинче сÿтсе явса консенсус патне пырса тухмалла.

Каçăсем

тӳрлет