Нуклонсар (çавăн пекех атом тĕшĕ, выр. Атомное ядро, акăл. Atomic nucleus) — атомăн варринчи пайĕ, вăл тĕлте унăн массин 99,9% вырнаçнă. Нуклонсарăн позитивлă (+) электро каплам (заряд) пур. Асăннă заряд харпăр нуклонсарпах çыхăннă химилле элементăн тĕсне палăртать. Кашни нуклонсарăн калăпăшĕ çав харпăр атомăн калапăшĕнчен 10 000 хут пĕчĕкрех. Нуклонсарсене нуклонсар физики тишкерет, тĕпчет.

Гелий-3 атомăн схеми. Варринче — икĕ протонран (хĕрлĕ тĕслĕ) тата пĕр нейтронран (фиолет тĕслĕ) тăракан нуклонсар
Атом нуклонсарĕн моделĕ (протонсемпе нейтронсене тĕрлĕ тĕспе кăтартнă)

Мĕншĕн-ха нуклонсар теççĕ? Мĕншĕн тесен кашни нуклонсар нуклонсенчен тăрать. Нуклонĕсем вара икĕ тĕрлĕ пулаççĕ — протонсем тата нейтронсем. Харпăр нуклонсарти нуклонсем пĕр-пĕринпе вăйлă вăйăм витĕмĕпе çыхăннă. Протонăн тата нейтронăн хăйсен куçăм шутлавлăхĕн саманчĕ (спин, [1]) пур; çавăн пекех унпа çыхăннă магнитла самант та пур. Нуклонсарта пĕр нейтрон та çук пĕртен-пĕр стабиллĕ атом вăл — çăмăл шывамăш (протий).

Енчен те нуклонсара протонсемпе нейтронсен палăртнă йышĕ пек пăхсан, ăна нуклид теççĕ.

Тĕрĕслĕхшĕн çакна та каламалла. Хăш чухне, сайра-хутра, питĕ кĕске вăхăт пурнакан экзотикăлла атомсем те пулаççĕ. Вĕсен варринче — протонсем тата нейтронсем мар, урăх йышши пĕрчĕсем. Сĕннĕ терминологие çирĕп тытса пырас тесен, çавнашкал варăсене нуклонсароид теме пулать.

Анчах та çакă атомăн тĕшне («йĕтрине» мар!!!) нуклонсар темешкĕн пачах та чармасть, чăрмантармасть.

Вуламалли

тӳрлет
  • М. Айзенберг, В. Грайнер. Модели ядер, коллективные и одночастичные явления. — М.: Атомиздат, 1975. — 454 c.
  • М. Айзенберг, В. Грайнер. Микроскопическая теория ядра. — М.: Атомиздат, 1976. — 488 с.
  • О. Бор, Б. Моттельсон. Структура атомного ядра. — В 2-х т. — М.: Мир, 1971—1977.
  • В. П. Крайнов. Лекции по микроскопической теории атомного ядра. — М.: Атомиздат, 1973. — 224 с.
  • В. В. Маляров. Основы терии атомного ядра. 2-ое изд. — М.: Наука, 1967. — 512 с.
  • Р. Натаф. Модели ядер и ядерная спектроскопия. — М.: Мир, 1968. — 404 с.
  • С. М. Поликарпов. Необычные ядра и атомы. — М.: Наука, 1977. — 152 с.

Каçăсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Кунта   — Планк константти,   — Дирак константти.