Çын ăшши (роман)

"Çын ăшши", — Юрий Скворцов (1932-1977) чăвашла çырнă (1969-мĕш çулччен) кăткăс тытăмлă роман.

Çын ăшши
Çын ăшши
Жанр: роман
Автор: Юрий Скворцов
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул <1969>
Пичетленĕ: 1969
Уйрăм кăларăм: 1969, 1978
Куçару: Ытти чĕлхесене куçарни-куçарманни паллă мар

Хайлав çуралса кун çути курни

тӳрлет

Ăшлăх, тытăм, сюжет тата фабула

тӳрлет

Роман тĕрлĕ шайра ĕçлекен журналистсен ĕçĕ-хĕлне сăнлать. Тĕпрен илсен — район хаçачĕн шайĕнчисенне. Хайлав, паллах, документла (нон-фикшн) япала мар, анчах унта Кӳкеç поççолăкĕн, унти район хаçачĕн, унти çынсен паллисене çăмăллăнах уйăрса илме пулать.

Хаклавсем

тӳрлет

В.В.Никифирова хăйĕн диссертацийĕн авторефератĕнче çапла палăртать[1]:

<Куçару: Чи пысăк тӳнккевсем "Уках хурăнĕ" повеçе тата "Çын ăшшине" тивнĕ. <...> "Çын ăшши" повеçĕн геройĕсем вара совет журналисчĕсен "сăнне варалаççĕ">

Илсе кăтартнине ак çапла ăнланмалла. Совет саманинче журналистсем идеологи ĕçлевçисем шутланнă, чылай енĕпе парти (КПСС) функционерĕсемпе пĕр ретрех тăнă. Çавăнпа та вĕсене пичетре сатирăлла сăнлама юраман.

Тата тепĕр кăсăклă самант. В.В.Никифорован пĕрремĕш пуплерĕшенче "Уках хурăнне" повеç тенĕ, "Çын ăшшин" жанрне асăнмасăр хăварнă. Тепĕр пуплерĕшре каланă пулин те, кунта эппир авторăн сисĕнекен пĕчĕк çуйханăвне (иккĕленĕвне) куратпăр: те повеç темелле те урăхла (роман тесе) палăртмалла?

Чыславсем

тӳрлет

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет