Çурт-йĕр тăваслăх

Çурт-йĕр тăваслăх, çурттăвăм[1], хăтлав — çурт, инженери çурт-йĕрне (?) (кĕпер, çул, аэродром), çаплах пĕрлĕх объекчĕсене (инженери эрешĕсене, пĕчĕк архитектура формисене т. ыт.) тăвас ĕç-хĕлĕн тĕсĕ.

Çӳллĕ çурт-йĕре туни.

«Хăтлав» (хăтлас) сăмах пирки

тӳрлет

«Шăмаршă хыпарĕ» хаçтаран[2]:

Çĕнĕ ФАПсем уçăлĕç. Паянхи куна кунта шыв кĕртнĕ. Халĕ тирпей-хăтлав ĕçĕсем пыраççĕ.

«Хыпар» хаçатран[3]:

Чăваш Республикин Ертӳçи Комсомольски районĕнче Гульнара Хайртдинова хресчен-фермер хуçалăхĕн Комсомольскинчи юр-вар туса кăларакан заводне кĕрсе курчĕ. Унтан Комсомольски салине федерацин наци проекчĕпе килĕшӳллĕн хăтлас ĕç еплерех пынипе паллашрĕ.

«Авангард» хаçатран (Патăрьел][4]:

Пĕтĕм укçа – яла хăтлама... Çак усĕм темиçе шайри бюджетран укçа-тенкĕ пухса вырăнти социаллă ыйтусене татса пама тăрăшнине çирĕплетет. Апла пулсан ку меслетпе тухăçлă усă кураççĕ. Строительство, реконструкции, юсав, хăтлав кăçал та кашни районтах сарăлнă... Пăчăрлă Пашьелĕнчи çул айне тимĕ р-бетон пăрăх хывн, Васан ял тăрăхĕнче хытă каяш пухмалли контейнерсене лартма лапамсем тунă, Карапай Шăмăршă стадионне хăтланă тата ытти çавнашкал ĕçе пурнăçланă.

«Грани» хаçат (Çĕнĕ Шупашкар)[5]:

Шкулчченхи вĕрентÿ организацийĕсем хăтлас енĕпе хута кайнă федерации программи вĕçленнĕ пулин те республикăра кунашкал ĕç малалла аталанать.

Сăмахсартан[6]:

Хăт. I. сущ. 1. уют удобство и удобства комфорт

Патăрел муниципаллă округĕн тĕп (официаллă) сайтĕнчен[7]:

Пĕтĕм укçа – яла хăтлама

Архитектурăпа граждан çурт-йĕр тăваслăхĕ

тӳрлет

Раççейре çурт-йĕре тумашкăн проектланă чухне усă курмалли документ тĕсĕсем

тӳрлет

Ĕç тата çурт-йĕр тăваслăхĕн тĕсĕсем

тӳрлет

Тăвакан объектсене пулас ĕç-пуç тĕлĕпе çапла уйăраççĕ:

  • Промăçлă (савутсем, фабриксем)
  • Транспорт (çулсем, кĕперсем, тоннельсем)
  • Граждан пурăнан çурт-йĕр тăвăмĕ (пурăнан çуртсем, пĕрлĕх çурчĕсем)
  • Гидротехника (пĕвесем, дамбăсем, каналсем, çырана çирĕплетӳ çурт-йĕрпе хатĕрлĕх, шывусравĕсем)
  • Гидромелиораци (шăвару, типĕтӳ системисем)

Çурт-йĕр тăвăмĕн кашни тĕсĕ валли план, проект, çурт-йĕр тума тата усă курма ятарлă ушкăн кирлĕ.

 
Миллениум стадион çурт-йĕр тăвăмĕ. Кардифф, Уэльс

Çав. пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Г. Айхи çырнисенче тĕл пулать.
  2. ^ Категория: Публикации Опубликовано: 2021-09-16 15:47:13 Версия для печати 2021 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. — хаçат сайчĕ.
  3. ^ Олег Николаев - Çĕрпӳ, Канаш, Комсомольски районĕсенче 18 Çурла, 2020 — Хаçат сайтĕнчен
  4. ^ Публикациленĕ: 05 июль 2019 20:50 — районăн официаллă сайче кун çути кăтартнă
  5. ^ 25.06.2017 / Актуально — Хаçат сайтĕнчен.
  6. ^ Чувашско-русский словарь (1982)
  7. ^ Пĕтĕм укçа – яла хăтлама

Вуламалли

тӳрлет
  • Техническое регулирование в строительстве. Аналитический обзор мирового опыта / Под ред. А. Серых. — Snip, 2010.