Çул капланчăкĕ

Çул капланчăкĕ, е автомобиль пăкки — çул çинче транспорт хатĕрĕсен капланăвĕ. Çул çинче транспорт хатĕрĕсен куçарулăхĕ тулса ларсан пăкăсем пулса тухаççĕ. Транспорт юхăмĕ тачăланать, автомобильсем хушшинчи интервал кĕскеленет, водительсем хăвăртлăха хăрушлă мар таран чакараççĕ.

Пăкăсем — пысăк хуласенче яланхилле пулăм. Санкт-Петербург.
Çул пăккисем этем пĕрлĕх транспортне çӳреме кансĕрлеççĕ. Мускав.
Тегеран

Çулăн куçарулăхĕ 5-20 хут чакать. Автомобиль юхăмĕ пайланса кайсан капланчăк сапаланса каять.

Раççей правинче палăртăвĕ

тӳрлет

РФ хальхи Çул çинчи куçăм йĕркинче тӳррĕн «капланчăк» тата «пăкă» палăртăвсене ăнлантарса паман.

Капланчăксен тупсăмĕсем

тӳрлет
  • Ырă мар çанталăкра (тĕтре, çумăр, пăр çапни, юр, пăрлăк) курăмлăх чакнипе транспорт хатĕрĕсене тытса пыма йывăрри хăвăртлăха чакарать.
  • Çул-транспорт инкекĕ (ДТП);
  • Транспорт хатĕрĕсем тата çуран çынсем çул çинчи куçам йĕркине пăхăнманни;
  • Çул çинчи ĕçсем;
  • Çулсене лайăх тытса тăманни (шатăксем, лакăмсем);
  • Тăратмалли вырăн çукки, тăмалли йĕркене пăсни;
  • Аварисем тата автомобильсен техника тăрамĕ юрăхлă марри;
  • Маятник евĕр миграци, т.с. çул эрешĕпе транспорт юхăмĕсем пĕр-пĕринпе татăçуллă пулманни.
  • Нумай шайлă уйăракан çулсем çукки;
  • Çулсене ансăрлатни (5 ярăм 2 е 3 ярăма куçни, çак вара автомобилистсене мăран хăвăртлăхпа пыма хистет).

Капланчăксен математика моделĕпе çак каçăпа Симулятор дорожного движения (вырăсла куçарнă) 2010 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. паллашма пулать.

Капланчăксен начар хӳрисем

тӳрлет
  • Вăхăта çухатни. Водительсем (тăтăшах пассажирсем те) пăкăра ĕçлеме те, канма та пултараймаççĕ.
  • Çул çинче чарăнусем. Çынсем ĕçе, вĕренĕве кая юлса çитеççĕ, экономикăна тăкак кӳреççĕ.
  • Бензин нумай пĕтет.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет