Ĕпхӳри ăслăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕ

Ĕпхӳри ăслăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕ, — Çтерлĕри чи пысăк çутĕç заведени.

Ĕпхӳри ăслăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕ
Никӗсленӗ/йӗркеленӗ дата 1940
Официаллӑ ят выр. Стерлитамакский учительский институт
выр. Стерлитамакский педагогический институт
выр. Стерлитамакская педагогическая академия
выр. Стерлитамакский филиал Башкирского государственного университета
Ят никӗсӗ Зайнаб Биишева
Патшалӑх
Административлӑ-территориллӗ пай Çтерлĕ
Официаллӑ сайт sspa.edu.ru
Ĕпхӳри ăслăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕ на карте
Ĕпхӳри ăслăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕ
Ĕпхӳри ăслăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕ

Адрес, çыхăну

тӳрлет
  • Адресĕ: Пушкăртстан, Çтерлĕ хули, Ленин пр. 49
  • Ректор тел.: (3473) 43-73-29
  • Канцеляри тел/факсĕ: (3473) 43-94-18

Истори

тӳрлет
  • 1940 çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче РСФСР Халăх комиссарĕсен комитечĕ 1940 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче 17 çĕнĕ вĕрентӳ институтне уçма йышăннă. 1954 çулта Çтерлĕ хулинче педагогика институтне йĕркеленĕ. Академи статусне 2005 çулта куçарнă.

ÇППА ректорĕсем

тӳрлет
  • 1954-тан Кинзебулатов Хайретдин Бадретдинович
  • 1989-2005 Хамидуллин Марс Гильметдинович
  • 2006-тан Баймурзин Хамит Хаирварович

Факультетсем

тӳрлет
  • Пушкăрта филологийĕ
  • Филологи
  • Истори
  • Педагогикăпа пуçламăш вĕрентĕвĕн методики
  • Физикăпа математика
  • Технологипе экономика

Тутар тата чăваш кафедри

тӳрлет

1997 çулхи пуш уйăхĕн 1 филологи факультет никĕсĕ çинче тутар тата чăваш филологийĕн кафедрине уçнă. Кафедрин пуçлăхĕ И.С. Насипов.

Паянхи кун студентсене суйласа илнĕ специальноçне алла илме пур майсем те пур. Çамрăксен пултарулăхне аталантарас тĕллевпе кафедра çумĕнче «Туссем» литературăпа творчество кружокĕ, «Савни» ансамбль ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне студентсем çыравçăсемпе, сăвăçсемпе тĕл пулусем, наци уявĕсем, литература каçĕсем йĕркелеççĕ.

Хаçачĕ

тӳрлет

Академийĕнче хайĕн "Призвание" ятлă хаçат тухать. Хаçатăн чăвашпа пушкăрт тата тутар чĕлхиллĕ хушма кăларăмĕсем пур. Чăвашлине "Хавхалану" теççĕ.

Каçăсем

тӳрлет

Шаблон:Ĕпхӳри ăслăх тата технологисен университечĕ