Çармăс вăрçисем

Çармăс вăрçисем — çармăссен Вырăс патшалăхне хирĕçле, ирĕклĕхшĕн пынă вăрçисем.

Сăлтавсем

тӳрлет

Хусана çĕнсе илнĕ хыççăн Вырăс патшалăхĕ çумне Мари енне хутсем çырса хушнă. Çапах та Хусан патшалăхне чĕртсе тăратассишĕн темиçе вунçул вырăнти халăх кĕрешнĕ. Мускав кнеçĕсем кунти халăхсене ирĕклĕх пама шанăç панă, анчах та кайран çак ĕçе тума чарнă. Вырăс патшалăхне, чиркĕве пысăк налук тӳлемелле пулнă, çавăнпа та мари кнеçĕсем (кугыза) марисене, удмуртсене, тутарсене, чăвашсене Вырăс патшисене хирĕç кĕрешме çĕкленĕ. Историре вĕсене çармăс вăрçисем ят панă[1].

Пĕрремĕш çармăс вăрçи (1552—1557)

тӳрлет

1552—1557 çулсенче мари халăхĕн пайĕ Вырăс патшалăхне кĕртнĕшĕн хирĕç тăнă. Мускавран экспедици çарĕсене янă.

Вырăс патшалăхĕ хăй çумне тĕплĕнех Хусан ханлăхне кĕртнĕ.

Иккĕмĕш çармăс вăрçи (1571—1574)

тӳрлет

Халăх 1571 çулта, Девлет I Герай крым ханĕ Мускав çине кайса хулана çунтарнă хыççăн, пăлханма тытăннă. Пăлхава мари кнеçĕ Качак хатĕрленме хутшăннă. Вĕсем крымсене кĕтнĕ, анчах та крым тутарĕсем, хăйсене вырăс çарĕсем тустарнă хыççăн, пулăшма пырайман. Пăлханакансем çине мари мăчаварĕсем — картсем — çармăссене вăйпах православие кĕртнине хирĕçленипе — вăйлă витĕм янă.

Патша влаçĕ кунта карательсене янă, вăрçас мар текен хăшпĕррипе калаçнă, кармансене туса лартнă, 1574 çул тĕлне пăлхавçăсене пусарнă. 1574 çулта улăх марисен çĕрĕнче Кокшайск кармана хăпартнă, çак ĕнтĕ патша администрацин позицисене çак енре хăватлатнă.

Виççĕмĕш çармăс вăрçи (1581—1585)

тӳрлет

Мари халăхĕ 1581 çулта хĕçпăшала алла илсе патша влаçĕн политикине хирĕç тухнă. Марисемпе пĕрле пăлханăва Атăлçири халăхсем: чăвашсем, ирçĕсемпе мăкшăсем, тутарсем, çаплах удмуртсем те, хутшăннă.

Пăлхавçăсене пусармашкăн Иван Мстиславский çарпуçне янă, ăна пулăшмашкăн Фёдор Шереметева, Дмитрий Хворостинина, Михаил Салтыкова, Ефим Бутурлина, Меркул Щербатова хушнă[2].

Карательсен отрячĕсем операцисем иртернĕ, çаплах çĕнĕ кармансене туса хăварнă (Козьмодемьянск, Царевококшайск, Царёвосанчурск). 1584 çулта вара юлашки хĕллехи харçă пулнă.

1585 çулта çуркунне

«добили челом государю царю и великому князю Фёдору Ивановичу всея Руси черемиса вековым миром»

. Борис Годунов пăлхавçăсене влаçе хирĕç тунă ĕçсемшĕн чĕререн ӳкĕнеççĕ пулсан, каçарать; вĕсем вара Мускава ваттисене тупа тума янă[3]. Пăлхава вăйпа çеç мар, пуян парнесемпе шантарусемпе майлаштарнă[4]. Грамоты от государя были посланы окольничим и воеводам Ф. В. Шереметеву и князю Д. И. Хворостинину с товарищами[5].

Марисене тимĕрçĕ ĕçĕпе хăтланма, хуласенче пурăнма тата çĕркаçма юлма чарнă. Çаплах вĕсене пысăк юханшывсем çинчен, çав шутра Вяткăран та, урăх çĕре куçарнă[6][7].

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ История России с древнейших времен. Шестой том. Соловьев С. М. Издательство «Проспект» 2013 г., С. 478—487.
  2. ^ Черемисские (Марийские) войны в отечественной и зарубежной историографии.. çăлкуçран архивланă 6 Ҫӗртме уйӑхӗн 2014. Тĕрĕсленĕ 9 Ҫу уйӑхӗн 2014.
  3. ^ Карамзин Н. М. История государства Российского. Том 10. Глава 1. Царствование Феодора Иоанновича. Г. 1584—1587. 2014 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Иловайский Д. И. История России. Т. 3. Московско-Царский период. М.: Типография М. Г. Волчанинова, 1890. С. 343.
  5. ^ Каргалов В. В. Полководцы X—XVI вв. М.: ДОСААФ, 1989. С. 316.
  6. ^ Предисловие // Мари-Турекский район. — Йошкар-Ола: 2003. — 1500 экз. — ISBN 5-87898-241-2
  7. ^ Боровиков С. В. Третья Черемисская война 1581—1585 годов // Актуальные вопросы военной истории: Сборник трудов Международной научной конференции, посвященной 200-летию Отечественной войны 1812 года. Киров: ФГБОУ ВПО Вятская ГСХА, 2013. С. 19—22.

Литература

тӳрлет