Çĕнĕ Сăпас районĕ
Çĕнĕ Сăпас районĕ — Чĕмпĕр облаçĕн кăнтăр пайĕнчи районĕ, Сызранка юханшывăн айлăмĕнче вырнаçнă. Административлă тĕпĕ — хула евĕр посёлок Çĕнĕ Сăпас.
Район тытăмĕ, халăх йышĕ
тӳрлет46 пурăну вырăнĕ. Çĕр-шыв лаптăкĕ — 1301,1 см². Йышĕ — 25,4 пин çын: 48,2 % — хулара тата 51,8 % — ялта.
Наци шучĕпе тĕрлĕ халăх пурнать. Вырăссем — 83 % ытла, тутарсем — 7,5 %, мордвасем — 3 %, чăвашсем — 2 %.
Хуçалăхĕ
тӳрлетРайон территоринче нефте тупăçласа усă кураççĕ, çурт-йĕр материалĕсене хатĕрлеççĕ.
Паллă çыннисем
тӳрлетТомышево сали — Юри Александрович Орлов паллă палеонтолог-тĕпчевçĕн çуралнă вырăнĕ, 15-томлă «Основы палеонтологии» ĕçĕн редактăрĕ.
Репьевка салинче Языковсем халăх пултарулăхне пуçтарнă.
Самайкино сали — кинодраматург Смирнова М.Н. çуралнă («Сельская учительница» Патшалăх парнин лауреачĕ), «Бабы», «Повесть о настоящем человеке» тата урăххисем.
Бестужевсем: бестужев ĕне ăратне ĕрчетнĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Статья на ulianovsk.ru 2008 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
тӳрлет- Чĕмпĕр облаçĕ - МО «Çĕнĕ Сăпас районĕ» 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Çĕнĕ Сăпас районĕн хыпарĕсем(ĕçлемен каçă)