Çĕнĕ Пăвари фельдшер-акушер пункчĕ
Çĕнĕ Пăва фельдшер-аккушер пункчĕ, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăва ялĕнчи фельдшер-аккушер пункчĕ. Çĕнĕ Пăва, Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль, Турхан ялĕсенчи çынсен сывлăхне упрать.
Пурĕ 3 медицина ĕçченĕ ĕçлет. Çумăн аптека пункчĕ ĕçлет.
Истори
тӳрлет1944 çулта 1935 çултанпа ĕçлекен сывлăх пункчĕ çинче йеркеленĕ. Малтан Аслă Шăхаль ялĕнчи кулак пӳртĕнче вырнаçнă пулнă. 1944 çултанпа акушер пункчĕ туса хунă. 1944 çулта фельдшер пункчĕ йĕркеленĕ.
1951 çулта фельдшер пунктне Çĕнĕ Пăва ялне куçарнă. 1960 çулта пункт çумĕнче ача çуратмалли çурт уçнă.
Малтан фельдшер-акушер пункчĕ йывăç пӳртре вырнаçнă пулнă. 1991 çулта вара ясли-сад çуртне куçарса 80 тăваткал метр уйăрса панă.
Пункт заведующиĕсем
тӳрлетТĕрлĕ вăхăтра пункт заведующиĕ вырăнĕнче С.М. Воронова, В. Сидорова, Ю. Герасимова, В.Г. Германов, Ф. Логинов ĕçленĕ. 1996 çултанпа пункт заведующиĕ — П.М. Миронова.