Çăмах — çăрнă чустана (ăна мĕнпе те пулин хуташтарма пулать) унаçласа тата çавна хуранри (кастрюльти) шыва ярса пĕçернĕ çимĕç, анчах та вăл салмаран пысăкрах. Енчен те çакна яшкана ярса пĕçерсен, çăмах яшки пулать.

Çурçĕр Германи. Сĕтел çинче — çăмах тата компот

Ытла та пысăк пулнăран, çăмаха кашăкпа çиме хĕнтерех те, çавăнпа çăмах шăрпăкĕпе (çамах хăййипе, çăмах шалчипе, çăмах турачĕпе) усă кураççĕ.

Çапла вара, çаканшкал япалана «йывăç вилка» теме пулать, ахăртнех.

Тупмалли юмах

тӳрлет
  • Пĕр хуран салма, варринче çăмах. (Уйăхпа çăлтăрсем).

Ваттисен сăмахĕ

тӳрлет
  • Сăмах çăмах мар, хыпса çăтса яраймăн.

Çăлкуç

тӳрлет
  • Тезаурус Лингве Чувашорум (Ашмарин сăмахсарĕ)