Вики
Ви́ки (акăл. wiki) — сайчен хăйĕн хатĕрĕсемпе ăшлăхĕпе тытăмне пĕрле улăштармалла веб-сайт.
Паллăрах вики-сайт — Википеди.[1]
Пĕрремĕш вики-эреше, [2] программа кодĕн «Портлендри тĕслĕхсен управне», 1995 çулхи пуш, 25 Уорд Каннингем программист хайланă. «Wiki» (пуплевĕ [ви́ки]), тӳррĕнех — «wiki-wiki», ăна хавай чĕлхинчен илнĕ, вăл «хăвăрт» тени пулать. Каннингем малтанах викие «ахаль хыпар онлайн-бази евĕр» тунă.[3]
Кун-çулĕ
тӳрлетПĕрремĕш хут «вики» термина веб-сайта çырса кăтартма 1995 çулта Уорд Каннингем, пĕрремĕш WikiWikiWeb вики-системĕна тăваканĕ, кĕртнĕ, вăл çак сăмаха хавай чĕлхинчен («хăвăрт») илнĕ.[4][5] Каярах çак сăмах валли акăлчан бэкронимне What I Know Is... шутласа хунă.[6]
Вики концепцин тупсăмĕ
тӳрлетУорд Каннингем тата пĕрлĕ авторĕ Бо Леуф The Wiki Way: Quick Collaboration on the Web кĕнекинче Вики концепцин тупсăмне çапла ăнлантарнă:
- Вики пур хутшăнакана та Вики-сайт çинче сарлатман ахаль веб-браузерпа усă курса кирек епле страницăна редакцилеме е çĕнĕ страницăсене тума май парать.
- Вики тĕрлĕ страницăсем хушшинчи çыхăнусене сисĕмлĕ туйăмпа тунă каçăсем урлă йĕркелесе тытса пырать.
- Вики сăлтавсăр кĕрекенсем валли хатĕрленĕ сайт шутланмасть. Вики хăйĕпе усă куракансене пĕрмай пĕрле ĕçлеме хĕтĕртет.
Палăрту пахалăхĕсем
тӳрлетВикин çак пахалăхсем пур:
- Хăй вики-хутлăхĕпех (сайтпах), редакторăн таулашĕнчи урăх ятарлă меслетсĕрех. темиçе хучен те текста тӳрлетме май пур
- Особый язык разметки — так называемая вики-разметка, которая позволяет легко и быстро размечать в тексте структурные элементы и гиперссылки; форматировать и оформлять отдельные элементы.[7]
- страницăсен улшăнăвĕсене (версисене) шута илесси: редакцисене танлаштарса пăхни тата малтанхисене тавăрни.
- Улшăну курăмлăхĕ тӳрлетсен тӳрех пулать.
- Ăшлăхне уйăрса ят панă страницăсене кертни.
- Гипертекстлăх: страницăсемпе сайтăн пайĕсем контекст гиперкаçăсем урлă çыхăнаççĕ.
- Автор чылайăшлăхĕ. Хăш пĕр викие сайта кĕрекен пур çын та тӳрлетме пултарать.
Уйрăмлăхсем
тӳрлетВики чĕлхипе вики-страницăсем хушшинчи гиперкаçăсем, HTML-чен, курăнуллăрах тата хăрушсăрлăрах шутланаççĕ, мĕншĕн тесен JavaScript тата каскад таблицисен стилĕпе усă курасси анлă мар.
Техника никĕсĕ
тӳрлетВики-хутлăха тума ятарлă ПХ — вики движокĕ — кирлĕ. Ку сайтăн тытăмлав системин пайăр тĕсĕ пулать, унăн тытăмĕпе ĕçлевĕ ансат, мĕншĕн тесен ăшлăха тытăмлас тата усă курас ĕçсене алăпах тăваççĕ.
Викимедиа фондăн Википедипе урăх сайчĕсене МедиаВики движокĕпе никĕсленĕ.
Вандал ĕçлĕхĕ
тӳрлетХăшпĕр викисен ăшлăхне улăштарма пулать. Çавăн пек викисенче, хӳтлĕхсемпе çуртсене граффити е киревсĕр çырусемпе вараланă евĕрех, хăш чухне кирлĕ мар ăшлăх кĕртекççĕ. Викире çак вараланчăксене тасатма май пур: пăснине тӳрлетме çăмалтарах. Эхер те кам та пулин çине тăрсах вики-сайтпа усă куракансене чăрмав кӳме тăрмашать, ăна тӳрлетме чарак лартаççĕ. Тепĕр енчен, чылай сăтăр тăвас тесен, нумай тар юхтармалла.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ «wiki» Britannica энциклопедире(2009 çулхи Раштав уйӑхӗн 12-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Portland Pattern Repository
- ^ Ward Cunningham’s original description of Wiki 2008 ҫулхи Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Correspondence on the Etymology of Wiki, Ward Cunningham, c2.com (2009 çулхи Раштав уйӑхӗн 12-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Hawaiian words; hawaiian to english, mauimapp.com (2009 çулхи Раштав уйӑхӗн 12-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ The wiki principle, The Economist (2009 çулхи Раштав уйӑхӗн 12-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Описание вики-разметки для сайтов на движке МедиаВики можно посмотреть в: Википедия:Как править статьи#Вики-разметка.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетвики Викисăмахсарта? |
- Вики хăех 2007 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. — вики концепцийĕ, кун-çулĕ тата Википеди пирки статья
- Американ ятарлă хĕсмечĕсем Wikipedia вăрттăн аналогне туса хунă 2007 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ. Компьюлента
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |