TISUS
TISUS (Test i svenska för universitets- och högskolestudier, Университетсемпе Аслă шкулсенче вĕренес умĕнхи швед чĕлхи тесчĕ), — стандартланă швед чĕлхи экзаменĕ. Мĕнле ирттернинче вăл TOEFL акăлчанла экзамен евĕрлĕ. Ют çĕршывсенчен килнĕ студентсем Швеци университечĕсенче вĕренме пуçланас умĕн ку TISUS тумалла.
Мĕнле ирттерни
тӳрлетКу экзамена хутшăннăшăн укçа тӳлес пулать. 2006 çулхи çу уйăхĕнче ку 1600 швеци крони тăнă. Тест 7 аслă шкулсенче ирттереççĕ, çулталăкра икĕ хут, тăтăшах çупа упа уйăхĕсенче.
Вăл 3 пайран тăрать:
- läsförståelse (Вуланине ăнланни)
- skriftlig färdighet (Çырма пĕлни)
- muntlig färdighet (Калаçма пĕлни)
Пĕрремĕшпе иккĕмĕш пайĕсене çыранă май тăваççĕ. Виççĕмĕш пайĕ - калаçу. Ун чухне ик-виç тĕрĕслекенни ик-виç тест тăваканннипе калаçаççĕ. Калаçас темăсем тест пуçламăшĕнче суйласа илнĕ. Кунта пĕлтерĕшли фактасен пĕлни мар, калаçу ирттерме пĕлни.
Результат
тӳрлетТест хыççăн тест тăвакан godkänd (иртнĕ, илнĕ, лайăх, зачет) е underkänd (иртмен, илмен, çитмест, незачет) илме пултарать. Тĕпленрех баллсем çук. Ăнăçу пулмасан, godkänd илмешкĕн çитес тест вăхăтĕнче каллех тума пулать.