Pax Ottomana
Pax Ottomana («Пакс Оттома́на», лат. Осман (оттоман) тĕнчи) — Осман империн мăнаçлăх эпохине кĕнĕ чылаях пынă (ХV вĕçĕ— ХVIII пуçл.) тăнăç тапхăр.
Темиçе çĕр çул хушшинче пĕрремĕш ăстрăм турккă-османсем Балканпа Çывăх Тухăçа «лăплантарма» пултарнă, кунта пурăнакан халăхсен (полхарсем, грексем, сербсем, албансем, франксем тата латинянсем) ХIII ĕмĕртен пуçласа пĕрмай хĕçпăшалă хирĕçӳсем сиксе тухнă.
Виççĕ çĕр çул импери тĕнчере экономикăпа вăрçă енчен чи хăватли шутланнă.
Пахалăхĕ
тӳрлетКризис
тӳрлетСултансем яланах империн чиккисене пăшалпа усă курса тытса тăнă. Империн малтанхи çулĕсенче пĕрмай газават пынипе ĕçсĕр халăха (гази) «неверных» территорисене туртса илсе çаратнă пурлăхпа тата чура сутса пурăннă. Çаратав вăрçисем чарăнсанах, башибузуксем империре лăпкă пурăнан халăх (ытларах христиансене) лăскама пуçланă. Çак вара унăн экономикине суллантарнă, патшалăх машини çăмăллăн ĕçлеймен, çавăн пекех çĕр-шыври мĕнпур халăхсем тытăннă. Империн шалти ĕçĕсене вăрçă-экономика енĕпе малта пыракан патшалăхсен (Раççей империйĕ, Австри империйĕ, Британ империйĕ т. ыт.) хастаррăн хутшăнма тытăннă.