Колин Арчер Чыслав Ăмăртăвĕ

(Colin Archer Memorial Race ҫинчен куҫарнӑ)

Колин Арчер Чыслав Ăмăртăвĕ; акăл. Colin Archer Memorial RaceКолин Арчер астăвăмĕн тĕнчери регата.

Çулталăкра иккĕ хутчен ирттереççĕ, чупăн маршручĕ Çурçĕр тинĕсĕнче, нидерландсен Лауверсогĕнчен пуçласа норвегсен Ларвикне (тĕрĕссипе Ставерна) çити пырать. Тĕп курсĕпе тăршшĕ 365 яхăн тинес милĕ шутланать. Дистанци çанталăка пула вăтамран 3 - 5 талăк тăсăлать.

Регата кун-çулĕ тӳрлет

Пĕрремĕш регата 1982 çулта иртнĕ. Çавăнтанпа кашни мăшăр çулăн утă уйăхĕнче яхтăсем Голландирен Норвегие çул тытаççĕ. 2008 çулта 14-мĕш регата иртнĕ.

Регатăра Голландирен, Норвегирен, Данирен, Германирен, Бельгирен, Раççейрен тата урăх патшалăхсенчен килнĕ яхтăсемпе экипажсем хутшăнаççĕ.

Эскадра йышĕ тӳрлет

Кашнинче регатăра 100 — 120 яхта ăмăртаççĕ. Мĕнпур яхтăна старта, кимĕ тăршшипе темиçе ушкăна уйăрса, старта яраççĕ. Уйрăммăн нумай корпуслă карапсем ăмăртаççĕ. Чи кĕске яхта 7.5 метртан ытла, шыва анса ларни 1 м ытларах пулмалла.

Каçăсем тӳрлет

Çавăн пекех тӳрлет