64 (журнал)
«64» — халăх валли шахмат журналĕ; Пĕтĕм Союзри СССР ТИК тата ВЦСПС шахмат бюровĕ çумĕнчи физкультура канашĕн (ПСФК) шахмат секцин органĕ. 1924 çулхи авăн уйăхĕнче Пĕтĕм Союзри 3-мĕш шахмат съезчĕ йышăннипе туса хунă. Редактор — Н. Крыленко (1924—1935).
64 | |
---|---|
Специализаци: | шахмат журналĕ |
Кăларăм тапхăрлăхĕ: | |
Чĕлхе: | вырăс |
Кăларакан (патшалăх): | () |
Каларăм кун-çулĕ: | 1924 çултанпа халиччен |
Пĕрлехи хыпарсем
тӳрлетМускавра 1924—1935 çулсенче çак ятсемпе тухнă:
- «64» (1924);
- «64. Шахматы и шашки в рабочем клубе» (1925—1930);
- «64. Шахматы в рабочем клубе» (1931—1932);
- «64. Шахматы и шашки в массы» (февраль 1932 — июнь 1935).
Периодичность:
- 1924—1929 — икĕ эрнере пĕрре (1924 — 7 номер; 1925—1929 — 24 номер);
- 1930 — декадăра пĕрре (кăрлач — чӳк — 30 номер);
- 1931 — икĕ эрнере пĕрре (24);
- 1932—1935 — кашни уйăхра (1932—1934 — 12 номер; кăрлач — çĕртме 1935 — 6 номер).
1935 çулхи утă уйăхĕнче журнал вырăнне массăллă шахмат-шашкă хаçатне туса хунă та «64. Шахмат-шашкă хаçачĕ» ят панă.
Литература
тӳрлет- Шахматы : энциклопедический словарь / тĕп ред. А. Е. Карпов. — М.: Советская энциклопедия, 1990. — 100 000 экз. — ISBN 5-85270-005-3