Çулсем
52 53 54 55 56 57 58 59 60
Вуннăçуллăхсем
30-мĕш40-мĕш50-мĕш60-мĕш70-мĕш
Ĕмĕрсем
I ĕмĕр пирĕн эрачченI ĕмĕрII ĕмĕр

Пулăмсем

тӳрлет
  • 60 [Тацит. Сочинения. СПб,1993. С.248-252] — Консулсем: Нерон Клавдий Цезарь Август Германик тата Косс Корнелий Лентул.
  • 60 — Британири иценсен çулпуçĕ Прасутаг çĕре кĕрет. Римсем унăн çĕрĕсене империн тесе пĕлтереççĕ. Паулин Мона (Англи) уравне пăхăнтарасшăн тăрăшать. Прасутагăн тăлăх арăмĕ Боудикка пăлхав тапратать. Пăлханнă иценсемпе триновантсем Веруламий, Камулодун тата Лондиний хуласене туртса илеççĕ. Тиберий Клавдий Тогидубн патша римсен тăмарĕ пулать. Паулин иценсене питĕ хаяррăн аркатать, çав тери тискеррĕн пăлхава пусарать. Боудикка хăй çине хăйех алă хурать. Веруламия (Катувеллаунсен) çунтарса яраççĕ. Римсем Инис Мон çинчи британ друичĕсене пĕтереççĕ.
  • 60 — Плавтий Сильван Тăнай лешьенне каçать. Ольвипе Тирăна Рим çумне хушаççĕ.
  • 60 — Корбулон Эрменирен Тиридата хăваласа ярать те ун вырăнне рим çыннине Тиграна лартать. Римпа Пархине пăхăнакан Гиркани пĕрлĕхĕ.
  • 60-62 — Эрмени патши Тигран VI.
  • 60-62 — Иудейăна пăхса тăраканĕ Порций Фест.

Вăтам Ази:

Çуралнă

тӳрлет

Ювенал, Децим Юний Ювенал (Decimus Junius Juvenalis) — рим поэт-сатирикĕ.

Вилнĕ

тӳрлет


  Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья.
Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр