238 çул
Çулталăк
Çулсем |
---|
230 • 231 • 232 • 233 — 234 — 235 • 236 • 237 • 238 |
Вуннăçуллăхсем |
210-мĕш • 220-мĕш — 230-мĕш — 240-мĕш • 250-мĕш |
Ĕмĕрсем |
II ĕмĕр — III ĕмĕр — IV ĕмĕр |
Пулнисем
тӳрлет- Консулсем: Гай Фульвий Пий тата Понтий Прокул Понтиан. Консул-суффект: Публий Лициний Валериан.
- Ака — Африкăра Максимин лартса хăварнă прокурора велернĕ. Тиздрăра (хальхи Эль-Джем хулапа юнашар) императорсем тесе Гордиан консулярпа унăн Гордиан ывăлне пĕлтернĕ. Вĕсем Карфагена кайнă. Африкăпа Ливи Максиминран уйрăлнă. Сенат Максимина тапса антарнă пирки пĕлтернĕ, Гордиансене иккĕшне те августсем туса хунă.
- Акак-çу — Рим императорĕсем Гордиан I, Марк Антоний (159—238), тата Гордиан II, Марк Антоний (191—238).
- Ака — Максимин Итали еннелле кайнă, Альпăна каçнă. Çăвăн пуçламăшĕ — Гордиансене хирĕçле Нумидири вырăнти енçи Капеллиан ертсе пынă Августăн III легионĕ тата карфагенянсем тăнă. Капеллиан II Гордиана аркатнă, Гордианĕ вилсе кайнă. Гордиан I хăй çине хăйех алă хунă. Сенат Бальбина тата Максима сенаторсене августсем тесе пĕлтерет, çаплах халăх хистенипе III Гордиана, I Гордианăн мăнукне, цезарь тесе пĕлтерет.
- Çу-утă — Рим иператорĕ Бальбин, Децим Целий Кальвин (178—238).
- Çу-утă — Рим императорĕ Максим I, Марк Клодий Пупиен (164—238).
- Çу, 238 çул — нарăс, 244 çул — Рим императорĕ Гордиан III, Марк Антоний (225, 20.1-244, 11.2). I Гордианăн мăнукĕ.
- Максим вăрçăпа Максимин çине кайнă, Бальбин Римре юлнă. Максимин Италин çурçĕрĕнче Аквилее хупăрланă, анчах та нимĕн те тăвайман. Урса кайса хăйĕн çарпуçĕсене айăпласа вĕлернĕ. Унăн çар çыннисем хĕн тӳснĕ. 10.5 — Максимина салтакесем вĕлернĕ. Çу — Римре пăлхану. Преториансемпе халăх кĕрешнĕ. Риме вут-кăвар тивнĕ.
- Утă — Капитолий амăртăвĕсем иртнĕ чухне салтаксем Максимпа Бальбин императорсене вĕлернĕ те август пулма Гордиана лартнă. Августăн III легионне аркатнă хыççăн салатнă. Карфагенсене лăплантарнă.
- Герман йăхĕсем Хура тинĕс таврашĕнче империне тапăннă.
- Ляодун кĕпернетĕрĕн Гунсунь Юанĕн пăлхавне пусарнă. Когурёзсем вэй çарĕсене пулăшнă.
Çуралнă
тӳрлетВилнĕ
тӳрлет
Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр |