1917-мĕш çулчченхи чăваш офицерĕсем
1917-мĕш çулчченхи чăваш офицерсем — Раçсей империйĕн патша влаçĕн тата ун хыççăнхи Вăхăтлăх тÿре-шаран çарĕсенче хĕсметре тăнă чăваш офицерсем.
Калас пулать, ĕлĕкхи саманасенче дворянсен ывăлĕсем çеç офицер пулса тăма пултарнă. 1904-1905-мĕш çулсенчи Вырăс-яппун вăрçинчен пуçласа çеç ытти сийсенчи çынсенчен те офицерсем хатĕрлеме пуçланă.
Мĕтри Юман шучĕпе 1917-мĕш çул тĕлнелле мĕнпурĕ 1000 ытла чăваш çарта офицер пулса палăртать. Анчах та ку — уйрăм çыннăн уйрăм шухăшĕ çеç. Чăннипе вара асăннă ыйтăва тĕпчемен.
Паллах, чăн малтанах кĕçĕн чынсенчи офицерсем пулнă хайхи чăвашсем: прапорщиксем, подпоручиксем, поручиксем. Анчах та хăшпĕрисем штабс-капитан чынĕ таранах ÿсме пултарнă. Ун пеккисене халлĕхе ак çаксене тупса палăртнă:
- Корнилов Александр Корнилович (1897-1943) — Чăваш Енти Куславкка районĕнчи Çĕньял (Кунер ял тăрăхĕ) ялĕнче çуралса ÿснĕ[1].
- Семёнов Анатолий Семёнович (?- 1919) — Раççей империйĕнчи патша çарĕн штабс-капитанĕ, хальхи Тутарстанти Теччĕ районĕнчи Чăваш Чураппанĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ, XX ĕмĕрти Граждан вăрçинче Хĕрлĕ çарăн перевçĕсен 49-мĕш дивизийĕн 439-мĕш полкĕн командирĕ[2][3].
Штабс-капитан пулса тăнă чăвашсем татах та пулнă.
Вуламалли
тӳрлет- Гаврилова А.Г. Чăваш офицерĕсем // Хыпар. 1918. № 1. 1 сент. С. 3.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Щербаков, Сергей. Командир 15-й роты Первого Чувашского стрелкового полка 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ. — Чăваш патшалăх истори архивĕн сайтĕнчен.
- ^ <Изоркин А.В.>Чувашия в период Гражданской войны
- ^ <Изоркин А.В.>БОЧКАРЕВ ИВАН ПЕТРОВИЧ.