Википеди:Малтанхи утăмсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
31-мĕш йĕрке:
Статьяна çырса пĕтернĕ хыççăн вĕçĕнче «Вуламалли» пай тăвăр та унта статьяна çырма усă курнă [[информаци]]не ăçтан илнине, тĕплĕнрех хăш материалсемпе паллашма пулнине çырса кăтартăр. Кĕнекесен авторне, кăларнă çулне, старницăсен шутне, ISBN номерне кăтартма ан манăр.
==8-мĕш утăм. Статьяна илемлетĕр==
Вики-тэгĕсене усă курса статьяна илемлетĕр:
# '''Хулăм шрифтпа''' палăртмашкăн виçĕ пĕррелĕ кавычка лартмалла: «<nowiki>'''Хулăм шрифтпа çырнă текст'''</nowiki>». Хулăм шрифтпа статья ятне тата типĕ кирлĕ терминсемпе ăнлавсене палăртмалла.
# '''Тайлăк шрифтпа''' палăртмашкăн икĕ пĕррелĕ кавычка лартмалла: «<nowiki>''Тайлăк шрифтпа çырнă текст''</nowiki>». Тайлăк шрифтпа эсир палăртса кăтармалли текста палартма пултаратăр.
# Статья пайĕсене уйрăм йĕркере çырмалла. Вĕсене икĕ енчен икĕ е виçĕ пĕрпеклĕх паллипе уйăрмалла: «<nowiki>== Статья пайĕ ==</nowiki>».
# Википедире абзацсем пĕр-перинпе пушă йĕркепе уйрăлса тăраççĕ. Çĕнĕ йĕркерен пуçлани — çĕнĕ абзац пуçланине пĕлтермест — сирĕн пушă йерке хăвармалла.
# Списоксене йĕркелемешкĕн йĕрке умĕнче *, е # паллисене лартмалла. Вĕсен шучĕ — списокри йĕркесмен тарăнашне пĕлтерет: «<nowiki>* 1-мĕш пункт</nowiki>».
# Шалти каçăсем лартмашкăн сирĕн çакăн пек вики-тэгсем лартмалла: «<nowiki>[[Статья ячĕ|Курăнакан текст]]</nowiki>». Енчен те статья ячĕпе курăнакан текст пĕрех пулсан кĕскен те çырма юрать: «<nowiki>[[Статья ячĕ]]</nowiki>». Статья ячĕ курăнакан текстăн пайĕ пек пулсан — çапла та çырма юрать: «<nowiki>[[Статья ячĕ]]сем</nowiki>» (курăнакан текстра статья ятне палăртма пулать)
# Тулаш каçăсем лартмашкăн сирĕн çакăн пек вики-тэгсем лартмалла: «<nowiki>[URL Курăнакан текст]</nowiki>». Тĕслĕхрен, «<nowiki>[http://chuvash.org Чăваш халăх сайчĕ]</nowiki>». Анчах астăвăр: Википедире рекламăлама юрамасть, енчен те эсир лартнă каçă статьяра вырăнсăр пулсан — [[Википеди:Администраторсем|Администраторсем]] ăна кăларса перĕç.
 
Ку кĕске ăнлантару вĕçĕнче тата çакна каласа хăвармалла: çырнă чухне литература чĕлхипе, орфографи правилисемпе килĕшсе çырăр. Википедин чăваш уйрăмĕнче çĕнĕ орфографи правилисемпе килĕшӳллĕн сăмахсене уйрăм çырма юрамасть — малтанхи пек пĕрле çырмалла. Тĕслĕхрен: ''юхан шыв'' мар, ''юханшыв'', ''хĕр ача'' мар, ''хĕрача''.
 
==9-мĕш утăм. Статьян категорине кăтартăр==
==10-мĕш утăм. Интервикисене лартăр==