Антарктида: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
63-мĕш йĕрке:
=== Континета тĕпчени ===
Кăнтăр поляр çаврине карап çинче пĕрремĕш голландсем каçнă; вĕсене 1559 çулта [[Магеллан тинĕс пырĕ]]нче çӳренĕ Яков Магю эскадрине кĕрекен Дирк Гееритц ертсе пынă. Шторм хыççăн эскадрăна çухатнă Гееритц карапĕ кăнтăралла кайнă. 64° кăнтăр ш. çити ансан вăл çӳллĕ çĕре асăрханă. 1671 çулта Ла Рош [[Кăнтăр Георгия тата Кăнтăр Сандвич утравĕсем|Кăнтăр Георгие]] уçнă; 1739 çулта Бувэ утравне уçнă; 1772 çулта Ĕнчĕ океанĕнче [[Керглен Ив-Жозеф Тремарек|Ив-Жозеф Керглен]], франци тинĕс офицерĕ, [[Кергелен (утрав)|хăйĕн ятне тивĕçнĕ утрава]] тупнă.
Кергленпе пĕр вăхăтрах Англирен хăйĕн пĕрремĕш кăнтăр çур чăмăрне çӳреве [[Кук Джеймс|Джеймс Кук]] тухнă, 1773 сулхи кăрлач уйăхĕнче «Adventure» тата «Resolution» карапсем кăнтăр поляр çаврине 37°33' т. д. меридианĕ тĕлĕнче каçнă. Пăрсемпе чылай кĕрешнĕ хыççăн вăл 67°15' к. ш. çитнĕ те çурçĕрелле пăрăннă. 1773 çулхи раштав уйăхĕнче Кук каллех кăнтăр океанне тухнă, раштавăн 8-мĕшĕнче унăн урлă каçса 67°5' к. ш. параллелĕнче пăрсен тыткăнне лекнĕ. Пăр ытамĕнчен хăтăлсан, Кук кăнтăралла кайса 1774 çулхи кăрлач уйăхĕнче 71°15' к. ш., [[Çулăмлă Çĕр]]тен кăнтăр-анăçарах, çитет. Кунта витĕр тухмалла мар пăр хӳми унăн çулне чарать. Кук пĕрремĕш кăнтар тинĕсĕсене çитет те темиçе çĕрте иртмелле мар пăрсене пула каялла таврăнать. Ăна тимленипе 45 çул хушши поляр экспедицисене пуçтарман.
 
Антарктидăна ([[кăрлач, 28]]) [[1820]] çулта вырăс экспедицийĕ [[Беллинсгаузен Фаддей Фаддеевич|Фаддей Беллинсгаузенпа]] [[Лазарев Михаил Петрович|Михаил Лазарев]] ертсе пынипе уçнă. Вĕсем "Восток" тата "Мирный"[[шлюп]]семпе хальхи [[Беллинсгаузен пăрлăхĕ]] шельф районĕ патĕнче çĕнĕ континента сăнанă.
71-мĕш йĕрке:
1819 çулта [[Беллинсгаузен Фаддей Фаддеевич|Ф. Ф. Беллинсгаузенпа]] [[Лазарев Михаил Петрович|М. П. Лазарев]] вырăс тинĕсçӳревçисем «[[Восток (шлюп)|Востокпа]]» «[[Мирный (карап)|Мирный]]» çар [[шлюп]]ĕсем çинче, Кăнтăр Георги тĕлне тухса Кăнтăр Пăрлă океан ăшнелле кĕресшĕн пулнă. Пĕрремĕш хут, 1820, кăрлачра [[Гринвич]] меридианĕ патĕнчех, вĕсем 69°21' к. ш. çитнĕ; хыççăн, поляр çавринчен тухса, Беллинсгаузен унăн тăрăхĕпе тухăçалла 19° т. д. çитет, унта вăл ăна каллех каçать те 1820 çулхи нарăсра çав широтанах (69°6') çитет. Малалла тухăçалла 62° параллелĕ тĕлне хăпарать те юхса выртакан пăрсен аяккипе çул хывать. Кайран, Баллени утравĕсен меридианĕнче, Беллинсгаузен 64°55' çитет, 1820 çулхи раштавра 161° а. д., кăнтăр поляр çаврине каçать те 67°15' к. ш., 1821 çулти кăрлачра 69°53' к. ш çитет. 81° меридианĕ çумĕнчех вăл чăнкă çыранлă [[Петĕр I утравĕсем|Петĕр I утравĕсене]] уçать, тухăçалла кайса, кăнтăр поляр çавринчех — [[Александр I çĕрĕ]]н çыранне курать. Çапла вара, Беллинсгаузен пĕрремĕш Антарктида тавра 60° - 70° широтисенче çаврăнать.
 
Çакăн хыççăн континент çыранĕсене тата шалти пайне тĕпчеме тытăнаççĕ. Нумай тĕпчев ĕçĕсене [[Шеклтон Эрнест Генри|Эрнест Шеклтон]] (вĕсем çинчен «Чи хăрушă харçă» кĕнеке çырать) ертсе пынă акăлчан экспедицисенче ирттереççĕ. [[1911]]—[[1912]] çулсенче [[Руаль Амундсен Руаль|Руаля Амундсена]] норвег тĕпчевçипе [[Скотт Роберт ФолконСкотт|Роберт Скотт]] акăлчан хушшинче Кăнтăр полюсне çитес ĕç-пуçра çивĕч ăмăрту пырать. Пĕрремĕш Кăнтăр полюса Амундсен çитет, тепĕр уйăхран çак кăка Роберт Скотт ушкăнĕ тухать, таврăну çулĕнче пĕтет.
 
Наци Германийĕ материкăн çак пайне иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче тĕпчесе йышăнма тытăннă. Халиччен те тĕпчевçĕсем темиçе вунлăх çулĕ каялла пăрахса хăварнă çар вырăн тĕпĕсене тупаççĕ.