Лаос: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
69-мĕш йĕрке:
Лаос çĕрĕсенче мон тата кхмер йăхĕсем пурăннă, вĕсен хăйсен патшалăх йĕркелĕвĕсем те пулнă. Кайран вара çурçĕртен таи йăхĕсем тапăнса килнĕ. Таисене [[Кăнтăр Китай]]ран монголсем хăваласа янă пулнă. [[XII ĕмĕр]]те Лаосра тай патшалăхĕсем (мыангсем) тĕрекленеççĕ, вĕсене тай тата лао йăхĕсем кĕреççĕ. [[XIV ĕмĕр]]тен Лаосра [[Лон Санг патшалăхĕ|Лон Санг патшалăхне]] никĕсленĕ, çак тапхăртан Лаос историне шутлама юрать. Лаопа таи йăхĕсем уйрăмлă пурăнма тытăнаççĕ.
Лан Санг пăчланса ларсан, Лаос [[XVIII ĕмĕр]]те Сиам айне пулать, [[1893]] çулта, Франципе Сиам килĕшӳ тунă хыççăн, Франци пăхăнăвне ӳкет, Франци Индокитай колони территорине кĕрет.
Тĕнчен Иккĕмĕш Вăрçи вăхăтĕнче Лаоса япунсем хупăрласа тăраççĕ. [[1949]] çулта тинех [[Сисават Вонг патша]]па пĕрле çĕнсеçĕнтерсе Лаос ирĕке тухать.
[[1950]]-мĕш çулхи çĕршыври шалти хирĕçӳсем граждан вăрçине пуçласа яраççĕ, çав вăрçа [[Çурçĕр Вьетнам]]па [[АПШ]] хутшăнаççĕ. Çак тапхăрта Лаосăн Халăх-Ирĕклĕх çарĕ (Патет Лао) Çурçĕр Вьетнам пулăшăвĕпе çĕршывăн тухăç çĕрĕсене хăйĕн аллинче тытса тăрать. Лаосри çапăçусем Вьетнамри вăрçăпа питĕ тачă çыхăнса пынă, мĕншĕн тесен çĕршыв урлă [[«Хо Ши Мин сукмакĕ»]]н чылай пайĕ пынă. Çак вăрттăн çулпа Çурçĕр Вьетнам хăйĕн çарĕсене кăнтăралла куçарса тăнă. Вăрçă саманинче Лаос çине питĕ нумай авиабомбăсем ӳкернĕ, вĕсем лăпкăллă халăха, çутçанталăка тата халăх хуçалăхне çав тери сиен кӳнĕ.
Вьетнамра вăрçа вĕçленнĕ хыççăн АПШ Индокитайра хăйсен вăрçă ĕçĕсене хупласа хунă. Лаосри граждан вăрçи [[1973]], нарăсра, Вьентьян килĕшӳ хучĕсене ал пуснă хыççăн сӳнсе ларнă. Анчах та, килĕшĕве пăсса, [[Патет Лао]] çарĕсем [[1975]], раштавра влаçа хăйсен алне çавăрса илнĕ. [[1975]] раштав, 2 кунĕнче Саванг Ваттхана патшан астулран пăрăнма тивет. [[СССР]]па Вьетнама пулăшăвĕпе Лаос Халăх-Демократиллĕ Республикине йĕркелесе янă, вăл [[социализм лагерĕ|социализм лагерьне]] çыпăçнă.