Камбоджа: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
10-мĕш йĕрке:
== Истори ==
Камбоджа патшалăхĕ [[612]] çулта пуçланса кайнă. Вăл чылай территорие йышăннă, хальхи Камбоджа патшалăхĕнчен пысăкрах пулнă. [[1880]] çулта [[Франци протекторачĕ]] шутне кĕнĕ. [[1942]]—[[1945]] çулсенче çĕршыва Япони оккупаци çарĕсем хупăрласа тăнă.
[[1954]] çулта пăхăнманлăх çĕнсеçĕнтерсе илнĕ. [[1970]] çулта çĕршывра çар переворочĕ пулса иртнĕ, вара генерал Лон Нол влаçа хăй аллине илнĕ те камбоджа коммунисчĕсене — Хĕрлĕ Кхмерсене — хирĕç вăрçă пуçланă. Çав çултах Лон Нола пулăшма [[АПШ]]-па [[Кăнтăр Вьетнам]] çарĕсем Камбоджана тапăнса кĕнĕ. 100000 яхăн мирлĕ çынсене вĕлернĕ, вара Хĕрлĕ Кхмерсен юхăмне 12-15 çулхи тăлăх ачасем хутшăннă, весем хула çыннисене америкăпа пĕр майлă тесе питĕ курайман.
 
[[1975]] çулта граждан вăрçи вĕçленсен [[Хĕрлĕ Кхмерсем]] [[Пол Пот]] ертсе пынипе çĕршывра влаçа ярса илнĕ. Çĕршывра халăха хирĕç [[геноцид]] тапратса янă (хула çыннисене, интеллигенцине, буддистсене, вак нацисене, урăхла каласан, «ытлашшисене» хирĕç) — по 1 - 3 млн. çына çапла пĕтернĕ. Çав вăхăтра çĕршыв «Демократиллĕ Кампучи» ятлă пулнă. [[1978]] çулта çĕршыв хуçалăхĕ пĕтĕмпех сӳнсе пынă, Пол Пот Вьетнама хирĕç вăрçма тытăннă. Анчах та вьетнамсен енне тӳрех Хĕрлĕ Кхмерсем пысăк ушкăнĕсемпе куçма пуçланă. [[1979]] çулта вьетнам çарĕсем Хĕрлĕ Кхмерсен режимне çĕнтернĕ. Вьетнам çарĕсем Камбоджăран 1989 çулта тухнă, анчах та çакăн хыççăн та граждан вăрçи тепĕртак тăсăлнă.