Пĕр сехетри зона: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
3-мĕш йĕрке:
 
== Пайлав принципĕсем ==
Пĕр сехетлĕ зонăсен системин хальхи никĕсне [[ятарласа координациленĕ вăхăт]]а (пĕтĕм тĕнче вăхăтне) тĕпе хунă. Çав ятарлă координатран вăхăт тăрăхĕсене шутлаççĕ. Кашни градуса валли (е кашни [[градус, минута, çекунтă]] валли) вăхăт кĕртес мар тесе, [[Çĕр (планета)|Çĕре]] 24 Пĕр сехетлĕ зонăна пайланă. Пĕр зонăри вăхăт тепĕринчен сехет хисепĕпе çеç уйрăлса тăрать, минутпа çеккунт хисепĕ тĕнчипех пĕрешкелпĕр пек пырать. Тĕнчери хăш-пĕр çĕршывсенче вырăнти вăхăт координат вăхăтĕнчен шăп та шай тулли сехет мар, тата 30 е 45 минут чухлĕ ытларах пулма пултарать. Паллах, çакăн пек вăхăт тăрăхĕсем тĕнчипе çирĕп тытса пыракан вăхăт системине тивĕçтермеççĕ.
 
[[Çурçĕр полюсĕ|Çурçĕрпе]] [[Кăнтăр полюсĕ|Кăнтăр]] полюсĕсенче меридиансем пĕр пăнчăра тĕл пулаççĕ, çавăнпа унта вăхăт тăрăхĕн пĕлтерĕшĕ çук, вырăнти вăхăтăн палăртăвĕ те «çухалать». Полюссенчи вăхăт тĕнче вăхăчĕпе тан шутланать пулин те, [[Амундсен-Скотт (антарктика станцийĕ)|Амундсен-Скотт]] (Кăнтăр полюсĕ) станцинче пурнăç [[Çĕнĕ Зеланди]] вăхăчĕпе пырать.