Диалектологи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
пТӳрлетӗве ӑнлантарман
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
пТӳрлетӗве ӑнлантарман
9-мĕш йĕрке:
Кашни [[диалект]]ра хăйĕнче вырăнти калаçăвăн вакрах уйрăмлăхĕсем пур. Вĕсем мĕнле территорире сарăлнине тĕпе хурса тури диалектра пĕчĕкрех ушкăнсем — [[вырăнти калаçу]]сем пуррине палăртнă.
 
==Тĕпчев ĕçĕсем==
[[Ашмарин Николай Иванович|Н.И. Ашмарин]] профессорăн [[1898]] çулта [[Хусан]]та пичетленсе тухнă «Материалы для исследования чувашского языка» кĕнеки вĕçĕнче тури чăвашсен пĕр калаçăвне (хальхи [[Чăваш Енĕн Етĕрне районĕ|Етĕрне районне]] кĕрекен Пушкăрт ялĕн калаçăвне) тĕплĕ çырса кăтартнă. Революциччен диалектологипе çырнă ĕç урăх пулман.
 
Чăваш диалектологине пуçарса яраканĕ — [[чăваш чĕлхи]]н паллă тĕпчевçи [[Матвеев Тимофей Матвеевич|Т.М. Матвеев]]. Вăл 1920-мĕш çулсенче республикăри ялсене тухса çӳресе пуян та паха материал пухнă. Çав материала тишкерсе-тĕпчесе Т.М.Матвеев 1930 çулта «Краткий обзор чувашских диалектов» ятлă пысăк ĕç пичетлесе кăларнă. Кунта вăл вырăнти калаçу уйрăмлăхĕсене палăртнă, вĕсен чиккисене май пур таран кăтартса тухнă; чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче пуçласа диалектсен классификацине çырса кăтартнă.
 
Чăваш чĕлхин вырăнти калаçăвĕсен материалĕсене пухса тĕпчес ĕç [[Тăван çĕршывăн аслă вăрçи]] хыççăн çеç вăй илнĕ: 1950—1970 çулсенче ятарлă программăсемпе чăвашсем пурăнакан [[Тутарстан]]ра, [[Пушкăрт Республики]]нче, Самара, Ульяновск, Саратов, Пенза, Оренбург облаçĕсенче экспедицисем ирттернĕ, пухнă материала пĕтĕмлетсе темиçе кĕнеке, словарьсем пичетлесе кăларнă. 1960 çулсен вĕçĕнче «Чăваш чĕлхин диалектологи атласне» хатĕрлесе çитернĕ. Диалектологи тĕпчевĕсене ку вăхăтра [[Канюкова Александра Семёновна|А.С. Канюкова]], [[Цаплина Раиса Ионовна|Р.И. Цаплина]], [[И.А.Андреев]], [[Л.П. Сергеев]], [[Г.Е. Корнилов]], [[А.А. Алексеев]], [[Н.П. Петров]] тата ытти чĕлхеçĕсем ăнăçлă туса пынине палăртмалла. Каярах диалектологи тĕпчевĕсене [[Л.П. Петров]], [[А.П. Долгова]], [[А.А. Сосаева]] чĕлхеçĕсем хутшăнчĕç.
 
[[Category:Диалект]]