Пукане: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
[[Ӳкерчĕк:Male Court Doll LACMA M.85.229a-c.jpg|мини|справа|Йывăç пукане, [[Франци]], 1780, [[Лос-Анджелес]] музейĕ.]]
 
[[Ӳкерчĕк:Poupée c 1870.jpg|мини|слева|Яка чиперкке, [[Парис|Париж]], 1870.]]
'''Пукане''' — пир татăкĕнчен, [[Хут|хутран]], йывăçран, фарфортан, пластикран е ытти материалтан тунă çын е чĕрчун сăнарлă япала.
 
7-мĕш йĕрке:
== Пукане тĕсĕсем ==
== Пукане — ача вăййи ==
[[Ӳкерчĕк:Poupée c 1870.jpg|мини|слева|Яка чиперкке, [[Парис|Париж]], 1870.]]
Тетте-пукане яланах пек çынна е чĕрчуна сăнарлать. Анчах хăшпĕр чух тетте-пукане сăнарламасть, вăл мĕнле те пулсан чăн е шухăшри сăнара палăртать кăна. Тĕслĕхрен, турат çинче ларса чупакан ачашăн (патак), лешĕ ăна лашана асаилтерет.
 
Пуканесем ача вăййи (тĕрĕссипе каласан, тĕрлĕрен пĕчĕк турăсемпе чÿк е кĕл тумалли япаласенчен пуканесем пулса тăнă) авалхи вăхăтрах пулса тăнă.
Калăпăшĕпе вĕсем питĕ те ансат пулнă, çиелтен пăхма е çына, е ытти чĕрĕ чуна сăнарланă е пĕлтернĕ.
 
Кăсăклă та илемлĕ тетте-пуканесем чылаях кая юлса тухнă. Вĕсене фарфортан, йывăçран е хаклă тимĕрсенчен хатĕрленĕ, çавăнпа та вĕсем хаклă тăнă.
Хакне кăштах йÿнетме хăшпĕр пайĕсене пиртен тунă. Тепĕр тесен, ял хĕрачисем вутсуппине çĕтĕкпе çавăрса çыхса ахаль пукане вырăнне шутласа вылянă.
 
XIX ĕмĕрте те пулсан пуканене илме питĕ пуян çынсем çех туянма пултарнă. Вĕсене юри хатĕрленĕ шкапсенче е пуканен çуртĕнче упранă. Механикаллă пукане вара чăннипех те хаклă япала пулнă. Папье-маше мелĕпе тума пуçласан вĕсен хакĕ чылаях аннă. Тĕрлĕ тĕслĕ пуканесем: калаçаканнисем, йĕрекеннисем, утаканнисем тухнă.
 
Химипе полимер промыçлăхĕ аталаннă май пуканесене полимертан туса кăларма пуçлаççĕ, тĕрлĕрен тĕслĕ йышлă фабрика мелĕпе кăларма пуçланă. Хальхи
пуканесенчен пурте пĕлекеннисем пупссем, Барбипе таврашĕ. Пукане халăхĕ те шутласа кăларнă — Cabbage Patch Kids (капуста йăранĕн ачисем). Хальхи пуканесенчен нумайăшĕ,ытти вăйă теттисем пекех, электронлă хатĕрсем пулаççĕ.
 
Час-часах пуканесене реклама е сувенир тĕлĕпе тăваççĕ: халăх тумтирĕсемпе, мĕнле те пулсан пулу-илÿн символ-пуканисем (талисманĕсем), тем пысăкăш диснейлендсенчи е лавккари пуканесем.
 
Нумай çĕршывсенче пуканесене туристсене сутса пысăк тупăш тăваççĕ. Тĕслĕхрен, хăшпĕр япон кокэси текен йывăç пуканесем вĕсен пуçне савăрсан кулăшла сас кăлараççĕ.
Испанире, Италире тата латиноамерикан çăршывĕсенче карнавал вăхăтĕнче карнавал тумтирне тăхăнтарнă çын ÿт-пĕвне хутлакан пуканесем сутаççĕ,
(хăшпĕр чух сĕмсĕр тутлă та яр уçăнса).
 
== Пукане тĕсĕсем ==
== [[Пукане театрĕ|Пукане театр пусми çинче]] ==