Васильев Алексей Григорьевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман |
(уйрӑмлӑхсем ҫук)
|
12:39, 29 Авӑн уйӑхӗн 2005 вӑхӑтри верси
Васильев Алексей Григорьевич, — театр актерĕ. 1934 çулхи çурла уйăхĕн 3 Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи Каншел ялĕнче çуралнă. Чăваш АССР(1976) тата РСФСР(1979) тава тивĕçлĕ исскуство ĕçченĕ ятне тивĕçлĕ пулнă.
Пурнăçĕ
ЛГИТМиКăн режесура уйрăмне вĕренсе тухнă хыççăн 1966-1967 çулсенче Чăваш драма театрĕн режиссёрĕ пулса ĕçленĕ. 1976-1968 çулсенче Чăваш Енĕн вырăс драма театрĕн режиссёрĕ, 1969-1996 çулсенче тĕп режиссёр вырăнĕнче ĕçленĕ. 1995-1996 çулсенче Чăваш ТЮЗра художество ертӳçи пулнă.
Пултарулăхĕ
Спектакльсем
- Н.Терентьевăн "Любимая" (1966);
- И.Гладкихăн "Чужая" (Чăваш драма театрĕнче, 1990);
- "Васса Железнова" (1967);
- "Ревизор" (Вырăс драма театрĕнче, 1968)
- А.Артемьевăн "Саламби" (1968)
- Н.Терентьевăн "Сибирская дивизия" (1971)
- "Здравствуй, мама!" (1977, пьесăна çыраканă тата лартаканĕ);
- Э.Ростанăн "Романтики" (1985)
- тата ыттисем