Макиавелли Никколо: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Çĕнни: {{Çыравçă |Ят = Никколо Макиавелли |Ӳкерчĕк = Portrait of Niccolò Machiavelli by Santi di Tito.jpg |Анлăшĕ…
 
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
25-мĕш йĕрке:
пулнă. Авалхи грек чĕлхине вĕренмен пулин те, латин чĕлхи çине куçарнă Фукидид, Полибийпе Плутарх ĕçĕсемпе паллашнă, вĕсем ăна хăйĕн истори трактачĕсем çырма хавхалантарнă.
[[Ӳкерчĕк:Machiavelli Principe Cover Page.jpg|мини|слева|Никколо Маккиавелли çырнă «Патша» , 1532]]
Вăл çамрăклах политикăпа кăсăкланнă, ун çинчен хальхи кунччен упранса юлнă çырăвĕнче, пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче 1498-мĕш çулхи хăйĕн тусĕ, Римри Флоренци евчи Рикардо Бекки патне янăскерĕнчен пĕлетпĕр; унта вăл Савонарола, [https://ru.wikipedia.org/wiki/%D0%94%D0%B6%D0%B8%D1%80%D0%BE%D0%BB%D0%B0%D0%BC%D0%BE_%D0%A1%D0%B0%D0%B2%D0%BE%D0%BD%D0%B0%D1%80%D0%BE%D0%BB%D0%B0 Джироламо Савонарола] ĕçĕсене хурласа тиркенĕ. Унтан та маларах, 1497-мĕш çулта Джованни Лопес кардинал патне янă çырура Пацци кил-йышĕн тавлвшуллă çĕрĕсене хăйĕн çемьине уйăрса пама ыйтать.
Кун-çулне çыракан Роберто Ридольфи Макиавеллине çакăн пек сăнарласа парать: «Вăл яштака çын пулнă, вăтам çÿллĕшлĕ, çинçерех пĕвĕллĕ. Хура çÿçлĕ, шурă ÿтлĕ, пĕчĕк пуçлă, начар питлĕ, çÿллĕ çамкаллă. Питĕ çиçе куçĕсемпе хĕсĕк çÿхе тутисем ялан кăштах иктĕллĕн кулнăн туйăнтарнă».
Никколо Макиавелли пурнăçне икĕ тапхăра уйăрма пулать: пурнăçĕн пĕрремĕш пайĕнче ытларах патшалăх ĕçĕсенче хутшăнать.1512-мĕш çултан иккĕмĕш пайĕ пуçланать, Макиавеллине политика ĕçĕнчен тухма ирĕксĕрлеççĕ.