Серов Валентин Александрович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
91-мĕш йĕрке:
Сомов, Б.М.Кустодиев,А.Н.Бенуа, С.П.Дягилев, А.П.Остроумова, Е.Е.Лансере.
1899-мĕш çупта Серов С.М.Боткин,А.А.Бахрушин, В.В.Мате, A.K.Глазунов сăнарĕсене ÿкерет.
 
1900-мĕш çупта вăл Финляндире тĕрлĕ сăнарсем ÿкерет: "Кĕпе-тум чÿхени", "Финн кил-çурти", "Лашана шыва кĕртни". Тепĕр çултан Мика Морозовпа Репин сăнарĕсене ÿкерет. Кĕркунне Белкино хуçалăхра Обнинскийсен икĕ сăнарне ÿкерет.
 
1902-мĕш çул — И.С.Остроуховпа Юсуповсен сăнарĕсене ÿкерет, Н.Кутеповăн икĕ томлă кĕнеки валли Раççей патшисемпе ĕмпÿвĕсен сунар темине çутатса "2-мĕш Петĕр ĕмпÿпе патша хĕрĕ
Елизавета Петровна", "Çамрăк 1-мĕш Петĕр йыттисемпе сунарта", "2-мĕш Кĕтерин сунарта" ĕçсем тăвать.Ку ĕçсене К.Кёппингпа А. Бенуа питĕ çÿллĕ шая лартнă. Бенуа "Елизаветапа 2-мĕш
Петĕре" Менцель ÿнерçĕнчи лайăх ĕçĕсемпе танлаштарнă. Сăмах май [http://ru.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0%B5%D0%BD%D1%86%D0%B5%D0%BB%D1%8C,_%D0%90%D0%B4%D0%BE%D0%BB%D1%8C%D1%84_%D1%84%D0%BE%D0%BD Адольф фон Менцель] (1815-1905) Серовăн юратнă ÿнерçĕсенчен пĕри пулнă.
 
1903-мĕш çупта йывăр чир пирки ăна операци тăваççĕ. 1904-мĕш çупта Серовсем Италире пулса Флоренци, Римпа Неаполь,Помпея, Болонья, Равенна, Венеципе Падуя хуласемпе паллашнă.
Серов А. М. Горький сăнарне ÿкерет.
 
1905-мĕш çупхи революци вăхăтĕнче хăй пурнăçра курнă ÿкерчĕксем тăвать. Серовпа В.П.Поленов Ÿнер академине 9-мĕш кăрлачри пулăма хирĕçлекен çыру яраççĕ, Серов хăйне академик ятĕнчен хăтарма ыйтать. Çав çулах вăл М.Н.Ермолова, Г.Н. Федотова, Ф.И. Шаляпин сăнарĕсене ÿкерет, революциллĕ хаçат-журналсем валли карикатурăсем ÿкерет.
 
1906-мĕш çул — Мускав, Петербург, Домотканово, Финлянди. Кăрлач уйăхĕнче ăна тепĕр хут Третьяковсен ÿнер ретĕн канашне суйласа илеççĕ.
 
1907-мĕш çулта Серов Грецине çул тытать: Афиныра, Критпа Корфура,Патраспа Коринфра пулать. Таврăнсанах "Одиссейпе Навзикая", "Европана вăрлани" ĕçсем тăвать. А.Н.Турчанинов
сăнарне ÿкерет, "Юдифь" опера валли театр пусмин каррине илемлететь, тумĕсен валли ÿкерчĕксем хатĕрлет.
 
1908-мĕш çулта Г.Л.Гиршман, К.А.Станиславский, И.М. Москвин, В.И.Качалов сăнарĕсене ÿкерет.
1909-мĕш çулта Серов Мускаври Ÿнер, çын кĕлеткипе çурт-йĕр тăвас ăсталăхĕ вĕрентĕшĕнчен тухса каять, "Анна Павлова" театр плакачĕ ÿкерет, Т.П.Карсавина сăнарне ÿкерет.