Трофимов Захар Трофимович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Новая: Трофимов Захар Трофимович 1897 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Мăн Ямаш ялĕнче çуралнă. 1961 çулхи нарăс...
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

19:17, 18 Кӑрлач уйӑхӗн 2007 вӑхӑтри верси

Трофимов Захар Трофимович 1897 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Мăн Ямаш ялĕнче çуралнă. 1961 çулхи нарăс уйăхĕңче Мускавра вилнĕ.

Пурнăçĕ

Çĕмпĕрти чăваш учительсен шкулĕнче вĕреннĕ. Пĕрремĕш тĕнче, Граждан тата Аслă вăрçисене хутшăннă. 1916 çулта прапорщиксен шкулĕнчен, 1927 çулта – М.В. Фрунзе ячĕллĕ Çар академинчен вĕренсе тухнă. 1927- 1943]] çулсенче – çар училищисемпе академисенче вĕрентекенĕ, çав чухнех 1933 çултанпа – М.В. Фрунзе ячĕллĕ Çар академинче. Вăрçă вăхăтĕнче 58-мĕш тата 120-мĕш стрелк. корпуссен штаб ертӳçĕ, 329-мĕш, кайран 106-мĕш стрелк. тата 78-мĕш гвард. стрелк. дивизисен командирĕ (пуçлăхĕ). 1946-1957 çулсенче – М.В. Фрунзе ячĕллĕ Çар академинче курсĕсен ертӳçĕ.

Хисепĕсем

Ленин, Хĕрлĕ Ялав (виçĕ хут), Суворовăн 1-мĕш степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, «Шурă Арăслан» (Чехословаки), Грюнвальд (Польша) орденĕсемпе тата медальсемпе тивĕçтернĕ.