Никитин Анатолий Никитич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
6-мĕш йĕрке:
Спотарти 8 класслă шкултан вěренсе тухсан, пирвай [[Çěрпӳ]]ри культпросветучилищинче, кайран Мускаври культура институтěнче халăх инструменчěсен уйрăмěнче пěлӳ пухнă (1967-1971). Студент чухнех концертмейстер пулса Мускаври хор тата ташă коллективěсенче ěçленě. 1971-1980 çулсенче - Чăваш юрăпа ташă ансамблěн баянист-концертмейстěрě, 1980-1982 - [[Чăваш патшалăх филармони]]н "[[Çавал]]" эстрадăпа фольклор ансамблěн музыка ертӳçи. 1982-1987 - Республика культпросветучилищин баянпа аккордеон класěнче вěрентекенě.
39 çула çитсен [[Йěпхӳ]]ри искусство институтне вěренме кěнě, 3. Г. Исмагилов профессор патěнче композиципе пěлӳ илнě, 1992 çулта ăна ăнăçлă вěçленě.
Пушкăртăстанти Чăваш обществипе культура тěплěхě çумěнче "Нарспи" фольклорпа этнографи ансамблě тата "Нухрат" эстрада ушкăнне йěркеленě.
Шупашкара таврăнсан 50-мěш вăтам шкул çумěнчи "Шевле" эстрадăпа фольклор ансамбльне, а также "Янташ" эстрада ушкăнне ертсе пырать, вěсен юрри-ташисемпе Чăваш Енре тата тулашěнче çынсене савăнтарать.
Тутарстанра, Пушкăртăстанта, Çěмпěрте, Самарăра, Пензăра, Саратовра, Тюменьре, Чехо­словакинче, "Çавал" ансамблěпе - Бельгире пулнă.
 
== Ěçěсем ==