Халăхсен Аслă Хускалăвĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
11-мĕш йĕрке:
* [[445]] çул. [[Аттил]] хунсен ĕмпĕвĕ пулса тăрать.
* [[449]] çул. Британине [[англсем]], [[сакссем]] тата [[ютсем]] тытса илнĕ.
* [[450]] çул. [[Даки]] (хальхи [[Румыни]] çĕрĕ) урлă халăхсем куçни: [[хунсем]]пе [[гепидсем]] ([[450]]), [[аварсем]] ([[455]]), [[славянсем]]пе [[пăлхарсем]] ([[680]]), [[венгрсем]] ([[830]]), [[печенегсем]] ([[900]]), [[кумансем]] ([[1050]]).
 
* [[451]] çул. [[Галли]]нче вырнаçнă Каталаун уйĕнче [[Каталаун уйĕнчи çапăçу|хунсемпе римлянсем хушшинче çапăçу]] пулса иртнĕ. Римлянсене майлă [[I-мĕш Теодорих]] ертсе пыракан вестготсем çапăçаççĕ. Римлянсене — [[Флавий Аэций]], хунсене — [[Аттил]] ертсе пынă. [[Хунсем]] çапăçура выляса янă хыççăн [[Рейн (юханшыв)|Рейнăн]] епĕр енне куçнă.
''малалли пулать...''
* [[452]] çул. Хунсем [[Итали]]н çурçĕр çĕрĕсене çаратса тухнă. [[Аслă Лев]] Рим Паппи хунсене каллех вăйпа чарать, Рима çаратасран сыхласа хăварать.
* [[453]] çул. [[Остготсем]] хальхи [[Венгри]] çĕрĕсем çинче вырнаçнă [[Паннони]] çине пурăнма куçнă.
* [[454]] çул. [[Вандалсем]] Мальтăна тытса илнĕ. [[494]] çултанпа унта [[остготсем]] хуçаланма пуçланă.
* [[458]] çул. Вандалсем [[Сардини]]не тытса илнĕ, унта [[533]] çулччен хуçаланнă.
* [[476]] çул. [[Одоакр]] герман çарпуçĕ юлашки Рим император астулне тытса илет. [[Ромул Августул]] император çула та çитме ĕлкереймен ун чухне. Çак çул [[Анăç Рим империйĕ]] пĕтнĕ кун шутланать.
* [[486]] год. Франксен [[I-мĕш Хлодвиг]] патши [[Галли]]нчи юлашки ертĕçине, Сиагрия, çапса çĕмĕрет. Çак çулах [[Франксен патшалăхĕ]] йеркеленет. [[508]] çулта Хлодвиг [[Париж]]а патшалăхăн тĕп хули туса хурать.
* [[500]] çул. [[Баварсем]] ([[баюварсем]]пе [[маркомансем]]) [[Богеми]]нчен (хальхи [[Чехи]] çĕрĕнче вырнаçнă) [[Бавари]]не куçса килеççĕ. Славян йăхĕсем Тухăç Рим империне кĕрекен Танай провинцийĕн çĕрĕсем çине çитеççĕ. [[Лангобардсем]] Танайăн анат юхăмĕнчи çĕрсене йышăнса ([[490]] çул патнелле) [[Танай (юханшыв)|Танайпа]] [[Тиса (юханшыв)|Тиса]] хушшинче вырнаçнă [[айлăм]]а тытса илеççĕ, [[герулсем|герулсен]] вăйлă патшалăхне ([[505]]) аркатаççĕ. [[Англи]]нчен хăваласа янă [[бретонсем]] [[Бретань]] çĕрĕ çине куçаççĕ. Çурçĕр [[Ирланди]]рен [[Шотланди]]не [[скоттсем]] килсе кĕреççĕ (844 çулта вĕсем унта [[патшалăх]] йĕркелеççĕ).
* [[VI ĕмĕр]]. [[Славян йăхĕсем]] [[Мекленбург]]ра пурăнма пуçлаççĕ. Паляксен мăн аслашшĕсем [[Анăç Галици]]не йышăнаççĕ.
* [[541]] çул. [[Остготсем|Остготсен]] патши [[Тотила]] пулса тăрать, [[550]] çулччен [[византсем]]пе [[вăрçă]] ирттерет (вăрçăпа пур [[Итали]]не тенĕ пекех çĕнсе илет).
* [[570]] çул. [[Ази]]рен килнĕ [[аварсем]] хальхи [[Венгри]]пе Анат [[Австри]] çĕрĕсем çинче патшалăх йĕркеленĕ.
* [[585]] çул. [[Вестготсем]] пĕтĕм [[Испани]] çĕрне хăйсене пăхăнтараççĕ.
* [[600]] çул. Аварсене пăхăнакан [[чехсем]]пе [[словаксем]] хальхи [[Морави]]пе [[Чехи]] çĕрĕсем çинче пурăнма пуçлаççĕ.
* [[VII ĕмĕр]]. [[Славянсем]] [[Эльба (юханшыв)|Эльбăран]] тухăçнелле вырнаçнă çĕрсене йышăнаççĕ. [[Хорватсем]]пе [[сербсем]] хальхи [[Босни]]пе [[Далмаци]] çĕрĕсем çине çитеççĕ.
 
[[Категори:Авалхи тĕнче]]