Япон шăланĕ (лат. Lanius bucephalus) — (Lanius) шăлан йышшисенчен (Laniidae).

Япон шăланĕ

Курăнни

тӳрлет

Япон шăланĕ çĕрçирен кăштах пысăкрах. Тăршшĕ 20 см, йывăрĕшĕ — 50 г. Çамки, çурăмĕпе хÿрин çÿлти енĕ сăрă, хырăмĕ — хĕрлĕ-сарă, çуначĕсемпе хÿри хурарах тĕслĕ. Пуç çийĕпе мăйĕ янкăр хĕрлĕ-сарă тĕслĕ, карланкипе пуç айккисем шурă, сăмсинчен куçĕ урлă хăлхи патне çити сарлака хура йĕр пырать. Хÿри вăрăм, картлашкаллă, хĕррисенче шурă йĕрсем пур, çуначĕ çинче шурă паллă. Амисемпе çамрăк кайăксем тĕттĕм хăмăр тĕслĕ.

Ăçта пурăнни

тӳрлет

Хĕвелтухăç Азире сарăлнă. Раççейĕн Инçет Хĕвелтухăçĕнче тĕл пулать. Лапамсенчи тĕмсен хушшинче тата юханшывсен çумĕнчи уйсенче пурăнать.

Мĕнле пурăнни

тӳрлет

Пĕчченшер пурăнаççĕ. Хурт-кăпшанкă вĕсен тĕп апачĕ. Унсăр пуçне япон шăланĕ пĕчĕк чĕрчунсемпе кайăксене тытать. Вĕсене тытма пытанса тапăнать.

Нарăс вĕçĕнче çăмарта хума пуçлать. 4-6 кун хушшинче ытларах ами, тĕмсем е йывăçсем хушшинче йăва тăвать. Яланхи пек, çăмартисем 4-6 симĕсрех сăрă пăнчăллă. Пĕр 15 кун ами йăвара ларать, аçи ăна çитерет. Тухсан вун кунран, чĕпписем тĕкленеççĕ, тепĕр 14 кунтан чĕпписем çунат çине тăраççĕ. Пĕр çул иртсен ар вăхăтне кĕреççĕ.

Çутçанталăкра сыхласа хăварни

тӳрлет

Приморск таврашĕн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ.


Вуламалли

тӳрлет
  • Бёме Р. Л., Кузнецов А. А. Птицы открытых и околоводных пространств СССР. — М.: Просвещение, 1983.
  • Evgenij N. Panov: Die Würger der Paläarktis. Die Neue Brehm-Bücherei Bd. 557. Westarp-Wissenschaften, Magdeburg 1996, S. 118—128, ISBN 3-89432-495-3

Асăрхавсем

тӳрлет

Литература

тӳрлет
  • Бёме Р. Л., Кузнецов А. А. Птицы открытых и околоводных пространств СССР. — М.: Просвещение, 1983.
  • Evgenij N. Panov: Die Würger der Paläarktis. Die Neue Brehm-Bücherei Bd. 557. Westarp-Wissenschaften, Magdeburg 1996, S. 118—128, ISBN 3-89432-495-3

Каçăсем

тӳрлет