Яя, — чăваш алфавитĕнчи вăтăр çиччĕмĕш саспалли. Унӑн ячĕ — «йа». Вырăс çырулăхĕнчен илнĕ. XVIII ĕмĕрти кивĕ çырулăх палăкĕсенче тĕл пулать. Ку саспаллине И.Я. Яковлев хăй алфавитне кĕртмен, çĕнĕ чăваш çырулăхне 1938 çулта йышăннă.

Яя саспалли сăмах пуçламăшĕнчи тата уçă сасă палли хыçĕнчи сыпăкра икĕ сасса — йа — кăтартать: япала, ясмак, кая, хаяр. Çемçе хупă саспалли хыçĕнчен я [а] сасса пĕлтерет: выля, атя.

Асăрхавсем

тӳрлет