Çемçе хупă сасăсем

Çемçе хупă сасăсем, — чĕлхе тӳрчĕн вăтам пайĕ çăвар маччи çумнелле çĕкленнипе пулакан хупă сасăсем. Фонемăпа фонемоид пулакан çемçе хупă сасăсем çаксем:j, л', н', ç, т', ч, z', ҷ, j:, л':, н':, в', д', к', м', п', р', х', ш'. Кунта кăтартнă сасăсенчен вун виççĕшĕн хытă мăшăрĕсем пур: в'- в, п'-п, т'-т, д'-д, к'-к, х'-х, ш'-ш, л'-л, м'-м, Н'-н, р'-р, л':-л, н':-н. Тĕп чăваш сăмахĕсенче тĕл пулакан j, j:, ç, ч, ҷ, z' сасăсен хытă мăшăрĕсем çук, вĕсем яланах çемçе.

Çемçе хупă сасăсем, сингармонизм саккунне пула, тĕпрен илсен, çемçе уçă сасăсемпе юнашар тăраççĕ (кил, çимĕç, хĕвел, мĕн), анчах та хăш-пĕр çемçе хупă сасăсем (ç, ч, л', н', т', z', ч,) çумĕнче хытă уçă сасăсем те (а, ы, ă, у) пулма пултараççĕ (çывăх, çаран, чылай, выл'ăх, курат', уză, ач'а).

Литература

тӳрлет
  • Котлеев В.И. Чăваш чĕлхин сасă тытăмĕ. Ш., 1981;
  • Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чёлхи. Ш., 1988;
  • Яковлев П.Я. Чăваш фонетики. Вĕренӳ канеки. Ш., 1995.

Çаплах пăхăр

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.