Юлов хулашĕ
Юлов хулашĕ — Пенза облаçĕнчи ĕлĕкхи Атăлçи Пăлхарпа çыхăннă чи паллă хулашсенчен пĕри. Вăл унта район центрĕ пулса тăракан Городище хулин территорийĕнче, Валовая урамĕ таврашĕнче, Кечкенейка шывĕ Юловка шывне юхса кĕнĕ тĕлте вырнаçнă.
Çапла вара, хулаш ятне çав Юловка шывĕн ячĕпе панă пек пулса тухать. Сăмах май каласан, хайхи шыва ĕлĕк урăхларах каланă иккен — Юлоа, Нулейка тата ытти те.
Хулаша тĕпчени
тӳрлетАсăннă хулаша XX ĕмĕрте аван тĕпченĕ темелле. Ку тĕлĕшпе чăн малтанах М.Р. Полесских (1950-мĕш çулсенчен пуçласа) тата Г.Н. Белорыбкин (1980-2000-мĕш çулсенче) археологсене асăнмалла.
Городище хулин историйĕ
тӳрлетВырăсла Википеди каланă тăрăх, Городище хулине 1670-мĕш çулсенче хĕсметри чăвашсем никĕсленĕ, ĕлĕкхи Атăлçи Пăлхар карманĕ тĕлĕнче острог туса лартнă. Анчах та кун пирки унта çăлкуç илсе кăтартни çук.
Çавăн пекех
тӳрлетÇăлкуçсем
тӳрлет- Археологическая карта Пензенской области. Юловское городище 2024 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ. — ПЕНЗЕНСКИЙ ГОСУДАРСТВЕННЫЙ КРАЕВЕДЧЕСКИЙ МУЗЕЙ.
- Иконников Дмитрий Сергеевич. Жилые постройки Юловского городища X-XIII вв. — VII Халиковские чтения: Средневековые археологические памятники Поволжья и Урала: проблемы исследований, сохранения и музеефикации,материалы Всероссийской научно-практической конференции, посвященной 50-летию Билярской археологической экспедиции, 1-4 августа 2017 г., Казань - Болгар - Билярск
- Иконников Дмитрий Сергеевич. СЕЛЬСКОХОЗЯЙСТВЕННАЯ И ПРОМЫСЛОВАЯ ДЕЯТЕЛЬНОСТЬ НАСЕЛЕНИЯ ЮЛОВСКОГО ГОРОДИЩА X–XIII вв. — Вестник Пензенского государственного университета, №1(25), 2019.