Эсперанто Википедийĕ
Эсперанто Википедийĕ (эспер. Vikipedio en Esperanto) — Википедин эсперанто чĕлхиллĕ уйрăмĕ. Ăна 2001 çулхи чӳк уйăхĕнче уçнă. 2011 çулхи нарăс, 21 тĕлне уйрăмра 140 000 ытла статья пулнă; çапла вара уйрăм 26-мĕш вырăнта шутланать.
Кун-çулĕ тӳрлет
Эсперанто уйрăмне эсперанто-юхăмĕн хастарĕ, Чак Смит (акăл. Chuck Smith), АПШ гражданинĕ, ун чухне Роттердамра, Тĕнчери эсперанто ассоциацинче (UEA) ырă кăмăлпа ĕçлекенскер, пуçарса янă. Проекта Википедие йĕркелекенсенчен пĕри, эсперанто чĕлхине пĕлекенскер, Брайон Виббер (акăл. Brion Vibber) пулăшма пуçланă. Тепĕртакран проектра ĕçлеме тепĕр эсперантçă, Джимми Уэйлсăн (акăл. Jimmy Wales) тусĕ, Арно Лагранж (фр. Arno Lagrange) тытăнать, вăл Википедире стюард пулнă, халĕ вăл эсперанто Википединче бюрократ тата администратор статусĕпе тăрăшать[1].
2008 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче эсперанто википединче 100 000 статья шутланнă[2].
2008 çулхи чӳкĕн 18-мĕшĕнче уйрăмра статьясене тĕрĕслев механизмне хута янă.
Эсперанто Википедин уйрăмлăхĕсем тӳрлет
Вуламалли тӳрлет
- NEVELSTEEN Yves (red.): Vikipedio — praktika manlibro. Partizánske: E@I & TEJO, 2007. 40p. Broŝurita. ISBN 978-80-969533-3-2. (эсп.) (рецензи) 2011 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- van DIJK Ziko: Vikipedio por vi (Wikipedia for you). Eldonejo Espero, 2008. ISBN 978-80-9366019. (хуплашкипе ăшлăхĕ)
Каçăсем тӳрлет
- Finding the Esperanto Wikipedia английский (Чак Смит об истории создания Википедии на эсперанто)
- Vikipedio en Esperanto — baldaŭ dekjara эсперанто (Чак Смит об истории создания Википедии на эсперанто)
- Некоторые упоминания Википедии на эсперанто в СМИ разных стран
- Википедия на эсперанто
- Карта распределения пользователей эсперантского раздела, явно указавших своё географическое положение
- Википедия на эсперанто в «Esperanto новостях»[3] ([2], [3] 2007 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ., [4]).
- Татьяная Аудерская. Эсперанто и Интернет. // Вопросы интернет-образования. № 27 (2005 ç., ака).
Асăрхавсем тӳрлет
- ^ Арно Лагранж 2006 çулта Викимедиа Фондăн Шанăçлă çынсен канашĕн суйлавне хутшăннă, анчах та 17 вырăнтан 8-мĕшне кăна йышăннă. Хăйĕн программинче Лагранж Википедири этем пĕрлĕхне пĕр-пĕринпе çыхăнтарас енпе ĕçлес пирки хыпарланă [1] 2007 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ..
- ^ Пресса валли калани
- ^ «Esperanto новости» единственное интернет-издание, индексируемое Яндекс. Новостями как специализированное издание об эсперанто.