Эпикур (грек Επίκουρος; п. эрч. 342/341 çул, Самос - п. эрч. 271/270 çул, Афины) — авалхи грек шухăшлавçи, Афинăра эпикур юхăмне никĕслекенĕ («Эпикур Пахчи»). 300 Эпикур çырнă тесе шутлакан пайĕсем çех упранса юлнă. Ку шухăшлавçă çинчен пĕлÿ çăлкуçĕсен хушшинче эпир — Лаэрт Диогенĕ (Лаэрций) «Паллă шухăшлавçăсен пурнăçĕ, вĕрентĕвĕ тата каланисем çинчен» тата «Япаласен çутçанталăкĕ çинчен» Лукреций Кар хайлавĕсем тăрăх пĕлетпĕр.
Вăл Лампсак Метродорĕ, Колот, Сидон Зенонĕ тата ытти шухăшлавçăсене витĕм хунă.

Эпикур

Эпикур
Çуралнă чухнехи ят: Επίκουρος
Çуралнă вăхăт: 342/341 çул пирĕн э.-ччен
Çуралнă вырăн: Самос утравĕ, Греци
Вилнĕ вăхăт: п. эрч 271/п. эрч. 270 çул
Вилнĕ вырăн: Афины хули, Греци
Ĕçлев тĕсĕ: авалхи грек шухăшлавçи
Ĕçсен чĕлхи: грек
Эпикур сăнарĕ, Массимо керменĕ, Наци музейĕ, Рим

Пурнăçĕ

тӳрлет

Лаэрт Диогенĕ каланă тăрăх, афин çынĕ Эпикур Самос утравĕ çинче çитĕннĕ те 14 çултанах философипе кăсăкланма пуçланă. 18-та вăл Афинына пырса çитнĕ.

Пердикка ( пирĕн э.-ччен 323-321-мĕш çулсенчи Македони регенчĕ) Македони Александрĕ вилнĕ хыççăн афин çынĕсене Самосран хăваласа кăларса янă, Эпикур хăйĕн ашшĕ патне Колофон хулине çул тытнă (Ионири хула, Кĕçĕн Ази, халĕ Турци), кунта вăл пĕр тапхăр пурăнсан хăй тавра вĕренекенсем пуçтарнă.

32-ре вăл хăйĕн философи шкулне никĕсленĕ, малтан Митилента (Лесбос утравĕ çинче) тата Лампсакра (Дарданеллсен тинĕс пырĕн ази çыранăнче), пирĕн э.-ччен 306-мĕш çултан — Афиныра. Ку хулара Эпикур хăйĕн вĕренекенĕсемпе хăй туяннă пахчара вырнаçнă (кунтан Эпикур хыççăн пыракансене «Пахча философĕсем» тесе ят панă). Алăк патĕнче çак сăмахсем пулнă: «Хăна, кунта сана лайăх пулĕ. Кунта киленӳ — чи аслă ырлăх».

Философ пирĕн э.-ччен 271 е 270-мĕш çулта Лаэрт Диогенĕ çырнă тăрăх «пӳрери чулсем пирки» вилсе кайнă.

Эпикур вĕрентĕвĕ

тӳрлет

Пĕлÿ вĕрентĕвĕ

Хăйĕн пĕлÿ вĕрентĕвне Эпикур «каноника» тесе ят панă, мĕншĕн тесен унăн тĕп вырăнне тĕрĕслĕх шухăшлав майĕн е калăпăшĕсен вĕрентĕвĕ йышăннă. Платонпа Аристотельпе килĕшмесĕр, тĕрĕслĕхĕн пĕрремĕш тата тĕп шухăшлав майĕ уншăн эпир туйăмсем тăрăх пурнăçа йышăнни пулса тăнă. Эпикур шутланă тăрăх, ăс-тăн йăлтах туйăмсенчен пăхăнса тăрать.

Çутçанталăк çинчен вĕрентни

Хăйĕн вĕрентĕвĕнче Эпикур пурнăçра усă курмалли ертӳ пама тăрăшнă (этика); кăна физика (натурфилософи), юлашкинчен — логика пулăшаççĕ. Эпикур çутçанталăк çинчен вĕрентни, тĕрĕссипе каласан, демократиллĕ вĕрентÿ: вĕçĕ-хĕррисĕр йышĕ тата тĕрлĕ тĕслĕ ăнсăртран аталанакан тĕнчесен, атомсем пĕр пĕринпе çапăнса тата уйрăлса пулса тăнăскерсем, вĕсемсĕр пуçне нимĕн те çук, пушă вырăн çех. Ку тĕнчесен хушшинчи хушăра тĕнчепе çынсемшĕн тимлемесĕр вилĕмсĕр тата телейлĕ турăсем пурăнаççĕ. Çакăн пекех чĕрĕ чунсем те, чи çӳхе, чи çăмăл, çавра та куçăмлă атомовсенчен тăраканскерсем çуралса вилеççĕ.

Аксиологи

Çутçанталăка пĕлни тĕп тĕлĕ мар, ку пĕлÿ çынна тĕшмĕшрен те, тĕнрен те, тата вилĕмрен хăранинчен ирĕке кăларать. Ку ирĕклĕх çынăн телейĕпе ырлăхĕ валли кирлĕ, вĕсен тупсăмĕ киленӳнчен тăрать, анчах та ку ансат туйăмлă киленӳ мар, чун хавалĕн киленӳ пулать, пĕтĕмĕшле илсен тĕрлĕрен киленӳсем те хăйсене хăйсем çылăхлă пулмаççĕ.
Эпикур çына халь илекен киленӳне пулас яваппа танлаштарса виçме чĕннĕ. «Вилĕм пирĕнпе нимĕнле те çыхăнман, эпир чĕрĕ чух вилĕм çук, вăл килсен эпир çук», — тенĕ философ.

Çын тата çын пĕрлĕхĕ çинчен вĕрентни
Çын пĕрлĕхĕпе (уйрăмах патшалăхпа тата йăла-йĕркипе) ăсчахăн туслăхлă пулмалла, анчах хăйне хытарса тытмалла. Эпикур девизĕ: «Уйрăм пурăн!».
Хăйĕн пулăмĕшĕн çын хăйне хăй тата ашшĕ-амăшĕ умĕнче парăмлă.
Çын çутçанталăк йĕркеллĕ çулĕпе аталаннин пулăмĕ.
Турăсем пур та пулĕ,анчах та ниепле те çынсен пурнăçне тата çĕр çинчи ĕç-пуçне кĕрсе хутшăнаймаççĕ.
Çынăн ăраскалĕ турăсенчен мар, хăйĕнчен килет.
Çынăн чунĕпе ÿт-пÿ пĕрле вилеççĕ.
Лайăх пурăнма тата вилме пĕлни — пĕр пек ăслăлăх.

Эпикур парадоксĕ

тӳрлет

Унсăр пуçне Эпикур усал тата турă (авалхи грек пантеонĕнче — турăсем), пур-çук ыйтуне лартса кăсăкланнă, çавна май ăна çак сăмахсане хушса параççĕ:
Енчен те турă усала сирсе ярасшăн, анчах тăваймасть пулсан, вăл вăйсăр.
Енчен те вăл хăй тума пултарнине тăвасшăн мар пулсан, вăл усал.
Енчен те унăн вăйĕ те суну та пур пулсан, ăçтан усалĕ тупăнать?
Енчен те унăн вăйĕ те суну та çук пулсан, — мĕншĕн ăна турă тесе чĕнмелле?
Эпикур турăсем пуррипе хирĕçлемен. Унпа пĕрлех вăл вĕсем пурхи курăнура пулса пирĕнпе нимĕнле шайра та çыхăнса тăмаççĕ пулсан, вĕсем пире ку пурнăçра та, нимĕнле урăх пурнăçра та явап тыттараймаççĕ тенĕ.

Хайлавĕсем

тӳрлет
  • Письмо к Геродоту. Письмо к Пифоклу. Письмо к Менекею. Главные мысли. Перевод М. Л. Гаспарова. В кн.: Тит Лукреций Кар. О природе вещей. М., 1983, с.292-324 (серия «Библиотека античной литературы»)

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет
 
Викицитатникре çак темăпа страница пур
Epicurus