Эммилу Харрис

Эммилу Харрис (акăл. Emmylou Harris, Ака, 2 1947) — америка юрăçи, кĕвĕ ăсталаса гитарапа вылякан, ытларах кантри кĕввинче кăтартнă ăсталăхĕпе паллă.

Эммилу Харрис
фото
Тĕп хыпар
Тулли ят Emmylou Harris
Çуралнă вăхăт 1947 çулхи Ака, 2
Çуралнă вырăн Бирмингем, Алабама, АПШ
Патшалăх АПШ АПШ
Жанрсем фолк, кантри, блюграсс, поп, альт-кантри
Официаллă сайт

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тӳрлет

Эммилу Харрис Бирменгемра, штат Алабама, Уолтерпа Юджин Харрис çемьинче çуралнă, ача çулĕсене вара Вашингтон (Колумби таврашĕ) çывăхĕнче ирттенĕ. 1960-мĕш çулсен вĕçĕнче, колледжра вĕреннĕ май, вăл унти фольклор дуэтĕнче хутшăннă. Каярахпа Гринвич-Виллиджри клубсенче фолк кĕвви-çеммипе усă курса концертсем панă.

1969-мĕш çулта унăн пĕрремĕш альбом «Gliding Bird» çутта тухнă. 1971-мĕш çулта вăл Грэм Парсон мусăкçăпа тĕл пулса паллашнă, вĕсем пĕрле гастролбсемпе икĕ çул хушши, мĕн Грэм вилечченĕх. 1975-мĕш çулта Харрис харăсах икĕ альбом — «Pieces of the Sky» тата «Elite Hotel» кăларнă, вĕсенчен юлашки тухăмĕ АПШ кантри-чартĕсен пĕрремĕш ретнĕ ÿссе хăпарнă. Çитес вунă çулта Харрис тата тăхăр пластинка кăларнă, вĕсенчен ытларахăшĕ наци рейтингĕсенче çÿллĕ шая çитнĕ.

Ку таранччен унăн çирĕм ултă альбом (хăшĕсене ытти кантри паллă ăстисемпе, Долли Партон тата Линда Ронстадтпа пĕррле кăларнă), вĕсенчен тăххăрĕшĕ — ылтăн, иккĕшĕ — кĕмĕл, пĕрри — платина. 1976-2005-мĕш çулсенче Эммилу Харрис вуникĕ хут «Грэмми» парнине тĕрлĕрен номинацисенче илме тивĕçнĕ, 2008-мĕш çулта унăн ятне Нашвиллти Кантри музейĕпе мухтав пÿлĕмне çырса кĕртнĕ.

Дискографи тӳрлет

Студи альбомĕсем тӳрлет

  • Gliding Bird (1969)
  • Pieces of the Sky (1975)
  • Elite Hotel (1975)
  • Luxury Liner (1977)
  • Quarter Moon in a Ten Cent Town (1978)
  • Blue Kentucky Girl (1979)
  • Roses in the Snow (1980)
  • Evangeline (1981)
  • Cimarron (1981)
  • White Shoes (1983)
  • The Ballad of Sally Rose (1985)
  • Thirteen (1986)
  • Angel Band (1987)
  • Bluebird (1989)
  • Brand New Dance (1990)
  • Cowgirl's Prayer (1993)
  • Wrecking Ball (1995)
  • Red Dirt Girl (2000)
  • Stumble into Grace (2003)
  • All I Intended to Be (2008)
  • Hard Bargain (2011)

Каçăсем тӳрлет