Элчĕсем (Гольбейнăн ÿнер хайлавĕ)

«Элчĕсем» (акăл. The Ambassadors; 1533) — Ганс Гольбейн (Кĕçĕнни)н ӳнер хайлавĕ.

Ганс Гольбейн (Кĕçĕнни)
Элчĕсем, 1533
The Ambassadors
юман хама, çу сăррисем. 207×209 см
Наци галереи, {{{вырнаçтарнă}}}

Гольбейн сăнарланă çынсен чун-кăмăлне уçса пама тĕрлĕрен япаласемпе пĕлсе усă курать. Паллă «Элчĕсем» ятлă ÿнер хайлавĕнче икĕ пуян тумлă çын — Лондонри франци элчи Жан де Дентевиль тата Жорж де Сельв епископ çÿллĕ те пысăк сĕтел умĕнче тăраççĕ, сĕтелĕ çинче нумай япала купаланса выртать. Вĕсем вĕсен тĕн, ăс-тăнпа илемлĕх кăсăклăх çинчен вӑлтарса каласа параççĕ.

Кураканшăн ÿнер сăнарĕн чи тĕлĕнтермĕшĕ пирĕн умри темĕнле тăсланкă япали пулса тăрать. Енчен те унăн çине сылтăм çывăхран енчен пăхсан, пуç купташки пулни курăнать.

Хăйĕн ĕçĕнче Гольбейн иккĕллĕ курнин сăнарĕпе усă курать — çын тÿррен пăхсан, кун çемĕн кун хăй еккипе пурăнса çĕр çинчи пурнăçăн трагикаллă метафизикăна ним чухлĕ те те уямасан, вилĕм ултавлă ниме тăман панча пек çех туйăнать, — анчах та урăхларах — тĕрĕс те тарăн пăхсан, пурте улшăнать — вилĕм пĕртен пĕр пур япала пулса тăрать, хăнăхнă пурнăç вара пирĕн куç умĕнчех ултавлан улшăнса пĕлтерĕшне çухатать.

Каçăсем

тӳрлет