Элĕк районĕн гербĕ
Элĕк районĕн гербĕ – районăн символĕсенчен пĕрри, хĕррине пукленĕ питлĕх евĕрскер.
Пĕрлехи хыпарсем
тӳрлетСтилленĕ герб Чăваш Республикин тата Раççей Федерацин патшалăх символикине кĕрекен шурă, сарăх, синкер тата хĕрлĕ сăрăсенчен тытăнса тăрать.
Герб варринчи тĕп шурă сăрĕ çутă та таса Чăваш Ене палăртать. Çак фон çинче сарăх çулçăллă синкер йывăçа ӳкернĕ, вăл сурăм вăрманĕсене кăтартать, айаккисенче – синкер кӳлĕсен символĕсем.
Герб çинчи çӳлти тата аялти хумлă синкер йĕрсем Сурăмпа Вылă юханшывсене сăнарлаççĕ. Çӳлти синкер тăмха тӳпе тăррин сăнарне, аялти хĕрлĕ тăмхи – çĕр сăнарне палăртать. Гербăн херлĕ пайĕ çийĕнчи хумлă ярăм пучахлă уя пĕлтерет.
Гербăн çӳлти пайĕнче, синкер фон çинче шурă сасă паллисемпе “Аликовский район” ятне, аялти пайĕнче, хĕрлĕ фон çинче “1927” - района йĕркеленĕ çула — çырнă.
Герб композицине синкер сăрланă çавра ярăм вĕçлет — вăл геральдика паллине пĕрлĕ тăвать.