Эволюцилле биологи

(Эволюциллӗ биологи ҫинчен куҫарнӑ)

Ку статья организмсен эволюцийĕ пирки, биологи ăслăхĕн эволюцийĕ çинчен урăх статья пур

«Происхождения видов» пичетрен тухсанах чавса тупнӑ археоптерикс. Археоптерикс морфологи тӑрӑх шуса ҫӳрекенсемпе вӗҫен кайӑксен хушшинчи вӑтам вырӑнта тӑрать, апла пулин варринчи вырӑна йышӑнать.


Эволюциллӗ биологи — биологи тӗсӗсем пӗр мӑн аслашшӗсенчен пулса тухнине, еткерлӗхне тата вӗсен паллисен улшӑнӑвне, ӑрчаланине тата эволюциллӗ аталанӑвра пулса иртнӗ тӗрлӗ тӗслӗ калӑпӑшсене тӗпчекен биологи уйрӑмӗ. Уйрӑм тӗссен аталанӑвне яланхи пек флорапа фауна пысӑк улшӑнусем чӑтса ирттернине, вӗсене биосферан пайӗсем пек шута кӗртсе пӑхаҫҫӗ. Эволюциллӗ биологи XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫуррин тӗссен улшӑнӑвӗсен шухӑшлавсемпе анлӑн килӗшсе биологин пайӗ пулса никӗсленме пуҫланӑ.

Эволюциллӗ биологи — хӑйне тӗрлӗ ӑслӑхсен уй тата лаборатори юхӑмӗсем кӗнӗ май, тӗпчевсен дисциплинасен хушшинчи область пулса тӑрать. Эволюциллӗ биологине териологи, орнитологи е герпетологи ӑслӑхӗсен тӗпчевӗсем хывӑм хураҫҫӗ, вӗсем пӗтӗм органикӑллӑ тӗнчене тӗппипех ӑнланма пӗрлешӗнеҫҫӗ. Палеонтологсемпе геологсем эволюци мӗн чухлӗ вӑхӑтра аталаннине тата калӑпӑшӗсене пӗлме чулланчӑксене тӗпчеҫҫӗ, популяциллӗ генетика ҫав ыйтусенех теориллӗ тӗпчет. Экспериментаторсем эволюциллӗ биологин чылай ыйтӑвӗсене, тӗслӗхрен ватӑлнин эволюцине лайӑхрах ӑнланма дрозофилсен селекципе усӑ кураҫҫӗ. 1990-мӗш ҫулсенче аталану биологйӗ вӑрах вӑхӑт манӑҫура пулнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ синтетикӑллӑ дисциплина пулса эволюциллӗ биологине таврӑнчӗ.

Эволюцилле биологин историйĕ

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Воронцов Н. Н. История эволюционного учения. — М.: Изд.отдел УНЦ ДО МГУ, 1999. — 640 с.
  • Грант В. Эволюционный процесс. Критический обзор эволюционной теории. — М.: Мир, 1991. — 488 с. Архивная копия от 9 апреля 2012 на Wayback Machine
  • Иорданский Н. Н. Эволюция жизни. — М.: Академия, 2001. — 425 с.
  • Северцов А. С. Теория эволюции. — М.: Владос, 2005. — 380 с. — 10 000 экз.
  • Солбриг О., Солбриг Д. Популяционная биология и эволюция. — М.: Мир, 1982. — 244 с.
  • Колчинский Э. И. Неокатастрофизм и селекционизм: вечная дилемма или возможность синтеза?. — СПб.: Наука, 2002. — 554 с. — ISBN 5-02-026174-2.

Каҫӑсем

тӳрлет