Щелканов Михаил Юрьевич

Михаил Юрьевич Щелканов — вирусолог, биологи ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор, ФИТУ Биомедицина шкулĕнче Микроорганизмсен эколологийĕ лаборатори ертӳçи, РĂА ИТТ Биотĕрлĕтĕслĕхĕн ФĂЦ-ĕн вирусологи лабораторин ертӳçи, «Тинĕçум Енри Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн» эксперчĕ.[1]

Михаил Щелканов
Çуралнă вăхăт: 1969 кăрлач, 25
Çуралнă вырăн: Свердловск,
Свердловск облаçĕ
Патшалăх:

СССР
РФ

Ăслăх сфери: микробиологи, вирусологи
Ĕç вырăнĕ: ФИТУ,
Биомедицина шкулĕ
Ăсчах степенĕ: Биологи ăслăхĕсен тухтăрĕ, физика-математика ăслăхĕсен кандидачĕ
Ăсчах хисепĕ: профессор
Альма-матер: МФТИ, физика-хими биологи факультечĕ

Биографи тӳрлет

1969 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Свердловскра çуралнă. 1987—1989 çулсенче Совет Çарĕнче хĕçметре тăнă.

1990 çулта МФТИ физика-хими биологи факультетне вĕренме кĕнĕ; 4 курса куçсан, Мускаври Д. И. Ивановский ячĕллĕ вирусологи ăслăх-тĕпчев инститĕнче лаборант-тĕпчевçĕ вырăнĕнче ĕçлеме тыăннă (каярах лаборатори ертӳçи таран çĕкленнĕ).

1995 çулта физтехре диплом илсен, Раççей медицина ăслăлăхĕн академине аспирантурăна кĕнĕ. 1998 çулта диссертацие хӳтĕлесе физика-математика ăслăхĕсен кандидачĕ ăсчах степенне тивĕçнĕ. 1999 çулта биологи ăслăхĕсен кандидачĕ степене тивĕçнĕ. 2006 çулта «Вирусологи» специальнăçĕпе доцент хисепне панă.

2010 çулта «Эволюция высоковирулентного вируса гриппа А (H5N1) в экосистемах Северной Евразии (2005—2009 гг.)» темăпа диссертацие хӳтĕлесе биологи ăслăхĕсен тухтăрĕ степене тивĕçнĕ.

2014 çулта Владивостока куçса кайнă та Владивосток мединститучĕн микробиологи тата вирусологи кафедрин профессорĕ ĕç вырăнне йышăннă. 2015 çулта ФИТУ Биомедицина шкулĕнче Микроорганизмсен эколологийĕ лабораторине ертсе пыма пуçланă. 2018 çулта лаборатори базинче Молекула технологисен ăслăх-пĕлӳ центрне йĕркеленĕ.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ [1]

Каçăсем тӳрлет