Шыв хиртекĕ («официаллă мар» ят Шыв йĕкехӳри), (лат. Arvicola terrestris), пурнăçĕ шыв хĕрринче иртет. Унăн тĕп апачĕ - çыран хĕрринче тата шывра ӳсекен курăксем. Кĕркуннепе шыв йĕкехӳрийĕ пахчасене, вăрмансене, уйсене куçать. Ытти арлансенни пекех йăви темиçе пӳлĕмлĕ пулать. Темиçе пӳлĕмре шыв йĕкехӳрийĕ хĕл валли хатĕрленĕ апатне упрать, пĕринче канать. Хĕлле шыв йĕкехӳри çывăрмасан та хастарлăхĕ чакать. Çуркунне ку чĕрчунсем ĕрчеме тытăнаççĕ. Çу уйăхĕнче ами 5-8 çура тăвать, çу каçа 2-3 хут çăвăрлама ĕлкĕрет. Шыв йĕкехӳрисен ĕмĕрĕ вăрăм мар: нумайăшĕ хĕл каçа вилсе пĕтет, умлă-хыçлă икĕ хĕл пĕри те каçаймасть. Ытти шăшисен пекех, шыв йĕкехӳрисен те тăшманĕсем питĕ нумай. Шыв йĕкехӳрисен сиенĕ пысăк: çын, выльăх хушшинче ерекен чир сараççĕ, çын ӳстерекен çимĕç, тырпул тухăçне чакараççĕ.

Çавăн пекех

тӳрлет